Яваплăхпа тăрăшакан яланах хисепре

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2024, 19:02 Просмотров: 245

 Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче муниципалитет шайĕнчи "Çулталăк учителĕ-2024" конкурс пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ. Тупăшăва малтанхи тапхăрта 10 вĕрентỹ учрежденийĕнчи педагогсем явăçнăччĕ. Финала Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти физика учителĕ Сергей Чапрасов, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Алсу Ибрагимова, Э.Феизов профессор ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулти истори учителĕ Миляуше Валиуллина тухнă.

Конкурсантсем уçă калаçăва тухрĕç. Кашнийĕ вĕрентĕвĕн çивĕч ыйтăвĕсене хускатма пултарчĕ, Раççейри Çемье çулталăкĕнче çитĕнекен ăрăва мĕнле пăхса ỹстерес ыйтăва уççăн çутатма тăрăшрĕ.

"Çулталăк учителĕ-2024" конкурс çĕнтерỹçи Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти физика учителĕ Сергей Чапрасов пулчĕ. Сергей Геннадьевич республика конкурсĕнче муниципалитет округĕн чысне хỹтĕлĕ.

Мероприятие муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Наталия Андреева, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова, Ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев, вĕрентỹ ĕçĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Хăйĕн сăмахĕнче Рудольф Васильевич конкурса хутшăнакансем хăйсен хăюлăхне, вăй-халне, пĕлĕвне, професси ăсталăхне кура çĕнтерỹçĕ пулнине палăртрĕ. Вĕсене халичченхи çитĕнỹсемпе лăпланмасăр хăйсен умне çĕнĕ тĕллевсем палăртма сĕнчĕ.

 Çавăн пекех "Чи лайăх класс ертỹçи-2024", "Чи лайăх воспитатель-2024", "Чи лайăх социаллă педагог-2024", "Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх учителĕ-2024" конкурс çĕнтерỹçисене чысларĕç.

"Чи лайăх класс ертỹçи-2024" ята Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти 10 класс руководителĕ Флюра Козлова тивĕçрĕ. Призерсем - Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Татьяна Калашникова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Гульнафис Азмукова, Турханти вăтам шкулти Оксана Сымова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Рефися Валитова.

 "Чи лайăх воспитатель-2024" ята Шăнкăртамри "Ромашка" ача садĕнчи Илюзя Ахмедеева илчĕ. Призерсем - Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи Светлана Рубцова, Туçари вăтам шкулăн шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕпе ĕçлекен Алина Арланова, Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача садĕнчи Алсу Янтыкова.

"Чи лайăх социаллă педагог-2024" ята Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Лилия Вахитова çĕнсе илчĕ. Призерсем - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Татьяна Ильина, Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти Луиза Белова, "Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх учителĕ-2024" ята Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ольга Каллина тивĕçрĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика