Ял халăхĕн пилĕ Ҫĕнтерӳпе таврăнма пулăштăр

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2024, 18:48 Просмотров: 246

Сителти Александр Козлов Украина ҫӗрӗ ҫинче ятарлӑ ҫар операцин малтанхи кунӗсенченех неонацистсене хирӗҫ кӗрешет. Хальхи вӑхӑтра вӑл яла ҫывӑх тӑванӗсене, ачисене курма отпуска  килнӗ. Ҫак самантпа усӑ курса Сителти культура ӗҫченӗсем Сашăпа клубра тӗл пулу ирттерчӗҫ. Ӑна ҫитӗнекен ӑрӑвӑн, пулас салтаксен тата ыттисен те патриотизм туйӑмӗ ӳстӗр, Тӑван ҫӗршыва юратма хӑнӑхтарас тесе йӗркелерӗҫ.

Тӗл пулура паттӑр унти лару-тӑрупа кӗскен паллаштарнă май пухăннисен ыйтӑвӗсене  те хуравларĕ, Ҫĕнтерӳпе таврăнма шантарчĕ.

Юлашкинчен Сашăна асӑнмалӑх чӑваш тӗрриллӗ сӑмса тутри парнелерӗҫ. «Ҫак тӑван сывлӑшлӑ эреш киле май яланах ҫул кӑтарттӑр, сана упраса пытӑр», - терӗç пухăннисем.

Ирина Лякова

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика