Специалистсем анлă тавракурăмлă, продукци пахалăхлă пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2024, 18:48 Просмотров: 127

 Раççейре "Ĕç тухăçлăхĕ" ("Производительность труда") наци проекчĕ 2019 çултанпа ĕçлет. Чăваш Республики проекта пуçарса ярсанах çĕршыври малтанхи регионсенчен пĕри пулса унта хутшăнма тытăннă. Чăваш Енре "Ĕç тухăçлăхне ỹстерес енĕпе системăллă мерăсем" тата "Предприятисенче ĕç тухăçлăхне ỹстерме адреслă пулăшу парасси" проектсем вăя кĕрсе пыраççĕ. "Ĕç тухăçлăхĕ" наци проекчĕн тĕллевĕсенчен пĕри - çĕршывра чĕртавар кăларассипе çыхăнман вăтам тата пысăк предприятисен производствине 5 процент таран ỹстересси пулса тăрать.

 Çĕнĕ технологисене алла илсе ĕç вырăнĕсене модернизацилесси, ĕçлекенсен пĕлĕвĕпе квалификацине ỹстерсе пыма майсем туса парасси. Ку проекта Раççейри регионсенчи тирпейлекен, ял хуçалăх, транспорт, строительство, суту-илỹ отраслĕсенчи 6 пине яхăн предприяти хутшăнать. Сăмах май, "Ĕç тухăçлăхĕ" проект пулăшнипе предприятисен тупăшĕ 68 процент таран ỹснĕ. 2023 çулта çеç 77 млн тенке çитнĕ, çакă 2021 çултинчен 4,5 хут пысăкрах.

Проект ĕçне регионти компетенци центрĕ йĕркелесе пырать. Вăл предриятисене ĕç тухăçлăхне ỹстерме май паракан факторсемпе усă курас тĕлĕшпе пулăшма тăрăшать. Чăваш Республикинче "Фабрика процессов" тата "Лидеры производительности" программăсем ĕçлеççĕ. "Фабрика процессов" программăпа организацисенче ĕçлекен 800 ытла çын, вăл шутра пĕлтĕр 271ĕн, производствăри перекетлĕх опытне алла илнĕ.

Регионти компетенци центр эксперчĕсем иртнĕ çул власть органĕнчи 90 сотрудникпа перекетлĕх технологийĕпе вĕрентỹ ирттернĕ.

Наци проекчĕ пулăшнипе, тĕслĕхрен, "Смак" кондитер фирми, Шупашкарти чăх-чĕп фабрики ĕç тухăçлăхне ỹстерме, ытларах тупăш кĕртме пултарнă. "Ĕç тухăçлăхĕ" наци проекчĕн 2024 çулхи регионти тĕллевĕсем пысăк. Проекта утмăлтан кая мар предприятие явăçтармалла. Предприятисен ĕç тухăçлăхне 5 процент таран ỹстермелле.

Çак тĕллевпе наци проекчĕ туса паракан майсемпе анлăн усă курмалла. Проекта хутшăнакан 14 предприятири 118 сотрудника федераллă управленин, 22 предприятири 232 сотрудника регионти управленин, 24 предприятири 200 сотрудника хăйсем тĕллĕн вĕрентсе хатĕрлемелле.

Çĕршыври предприятисем тухăçлă ĕçлеме пуçласан, вĕсем пĕтĕм тĕнче шайĕнче конкуренцие чăтма пултарсан, Раççей малалла аталанĕ. Туса кăларакан продукци пахалăхлă пуласси чи малтанах ĕçлекенсен квалификацийĕпе пĕлĕвĕнчен нумай килет. Вĕренсе хатĕрленнĕ, тавракурăмне ỹстернĕ специалист çĕнĕ шухăшсем пама, малта пыракан технологие алла илме те пултарать. Предприятисене малалла аталанма, ĕç тухăçлăхне ỹстерме çĕршыв пулăшма хатĕр. "Ĕç тухăçлăхĕ" наци проекчĕ шăпах та çав тĕллевпе ĕçлет те.

 (Хамăр корр)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика