Ячĕсене асăмăрта хăварасчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2024, 18:49 Просмотров: 167

 Сăкăтри халăх хорĕ 90 çул тултарнă ятпа концерт пулни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Ăна Николай Толстов баянист ертсе пычĕ. Лайăх. Пĕр улшăнмасăр сцена çине тухакансем пурри чăннипех те савăнтарать. Ỹркенменлĕх пур артистсен. Анчах... Унчченхи юрăсем ытларах шăранчĕç. Маларах хорпа ĕçленĕ çынсен ячĕсене вара аса илмерĕç. А.Бурундуков, Ю.Тестов, Б.Прохоров, Н.Медведев аслă пĕлỹ илнĕ, ăста çынсем пулнă-çке. Вĕсен вăхăтĕнче юрлакансем районти Акатуй-Сабантуйĕнче пĕрре мар малти вырăна йышăннă. "Сăкăт хорĕн пултарулăхне курмасăр юлас марччĕ-ха", - тетчĕç çынсем. А.Калькин та ĕçленĕ коллективпа. Миçе наци ташшине ташлаттарман-ши вăл? Н.Медведев ăста дирижерччĕ.

Темиçе саспа юрлакан хор пулнă Сăкăтсен. Б.Прохоров ачасен ăсталăх шкулĕн ялти филиалĕнчен миçе çамрăка юрă-кĕвĕ тĕнчине юратма вĕрентсе кăларман-ши? "Çитĕнекен ăрăвăн пиртен маттуртарах пулмалла", - тетчĕ вăл. Н.Ильин та хăйĕн кĕнекинче кун пирки çырса хăварнăччĕ.

Юррисем ĕмĕре юлаççĕ пулсан, хорпа маларах ĕçленĕ çынсене те асра тытасчĕ.

Мария ПРОХОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика