Пĕрлехи вăй - аталану çул-йĕрĕн çăлкуçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2024, 18:49 Просмотров: 187

Мартăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕиртрĕ.

Унăн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Николай Степанов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, округ администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе Владимир Степановпа Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта пулчĕç, ку таранччен сахал хутчен мар хускатнă ыйтăва - пĕлỹ çуртне çĕнетессине мĕнле татса памалли майсене кунти ĕçченсемпе тата хастарсемпе сỹтсе яврĕç.

- Енчен те пĕр-пĕр ĕçе е объекта хута ярассине патшалăх тимлĕх уйăрса пулăшать пулсан, пурнăçра çакна тỹрре кăлармалла. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тĕп тĕллевĕ те çавнашкалах,-терĕ Владимир Степанов. Çапах Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн шухăшне - Çĕнĕ Ахпỹртре "Çеçпĕл" ача садне (сăн ỹкерчĕкре, 1-мĕш стр.) реконструкцилесе спорт заллă пуçламăш шкулпа ача сачĕ тăвассине - Республика Пуçлăхне çитерме шантарчĕ.

Ун хыççăн муниципалитет округĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче кун йĕркинчи ыйтусене - Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăва, мартăн 15-17-мĕшĕсенче иртнĕ Раççей Президенчĕн суйлав пĕтĕмлетĕвне, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2023 çулхи ĕçĕ-хĕлне - сỹтсе яврĕç.

 "Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çыру - çĕршыва малалла аталантармалли, çынсен пурнăç шайне, ĕç условийĕсене лайăхлатмалли, ялсене, хуласене хăтлăлатмалли стратегилле программа. Çав вăхăтрах вăл пирĕм умма та çивĕч тĕллевсем лартрĕ, наци программисемпе пуçаруллăрах ĕçлемеллине те палăртрĕ. Сăмах май каласан, Патăрьел муниципалитет округĕ ку тĕлĕшпе кăтартуллисен йышĕнче. Акă, 2024 çулта республикăра 6 врач амбулаторийĕ тума палăртнă пулсан, вĕсенчен тăваттăшĕ шăпах сирĕн округра",- терĕ Владимир Степанов.

Информаци кунне пухăннисемшĕн Раççей Президенчĕн суйлавне территори пайĕсем мĕнлерех хутшăннин пĕтĕмлетĕвĕ те кăсăклă пулчĕ. Унпа администрацин организаципе тĕрĕслев ĕçĕсен пай начальникĕ Алина Ильина паллаштарчĕ. Кăтартусем кашни ялпах тĕрлĕрен пулин те пурне те суйлава йĕркеллĕ ирттерсе янăшăн тав турĕ. Патăрьелсем Раççей Президенчĕн суйлавĕнче маларахри çулсенчен те пысăк хастарлăх кăтартни куç умĕнче. Çĕршыв пуласлăхăшĕн суйлавçăсен 99,02 проценчĕ хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçланă.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов малалла та пысăк хавхаланупа, шанчăклă командăпа, туслă та ĕçчен халăхпа кар тăрса ĕçлемеллине, 2024 çулта умма лартнă тĕллевсене пурнăçламаллине, наци проекчĕсемпе, пуçару бюджечĕн программипе тухăçлă ĕçлемеллине палăртрĕ.

Шухăш

Валерий Антонов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ:

 – Мартӑн 15-17-мӗшӗсенче эпир хамӑрӑн ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн сасӑларӑмӑр. Виçĕ кун хушшинче Патӑрьел муниципалитет округӗнчи чылай суйлав участокӗнче пултӑм. Вĕсем пурте йӗркене ҫирӗп пӑхӑнса ӗҫлерӗҫ. Граждансем хӑйсен тивӗҫне тӳрӗ чунпа пурнӑҫланине, Раҫҫей ырӑ пуласлӑхне шаннине кӑтартса пачӗҫ. Патӑрьелсем Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗнче республика шайӗнче пысӑк хастарлӑх кӑтартни – пурнăçри кашни сферăри ырă улшăнусене тата курăмлă ĕçсене тĕрĕс хак пани. Пирӗн пӗрлехи вӑй _ ҫитӗнӳ тумалли ҫул-йӗр.

 Мансур Хайбуллов, Чӑваш Республикин Общество палатин членӗ:

 – Патӑрьел муниципалитет округӗнче Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ йĕркеллĕ, лӑпкӑ лару-тӑрура иртрӗ. Участоксене ҫынсем ытларах ҫемьепе, ачасемпе килни, хӑйсен гражданла тивӗҫне кӑмӑлтан пурнӑҫлани савӑнтарчӗ. Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ырӑ малашлӑха,тӑнӑҫ пурнӑҫа шанса суйлава хастар хутшӑнчӗҫ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика