100 çулхи Алия аппа Корана та куçлăхсăрах вулать...

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2024, 18:53 Просмотров: 146

 Сивĕ çанталăка пăхмасăрах Алия аппа калитке алăкне уçма çăмăл тумтирпех, резина калушпах хыпаланса тухрĕ. Çулне кура мар вăр-вар хăтланакан кинемей мана пĕрре курсанах тĕлĕнтермĕш туйăм çуратрĕ. Шăнма та, çỹçенме те пĕлмест тейĕн. Пỹртне кĕрсен вара тепĕр хутчен тĕлĕнтĕм. 100 çул тултаракан ватă пĕччен пурăннă пек те мар, кашни япала хăйĕн вырăнĕнче, тирпейлĕ, таса. Сĕтел çинче ытти кĕлĕ кĕнекипе пĕрлех шурă пир татăкĕ çине типтерлĕн хунă Коран выртать.

 - Ку таранччен пурнăçăмра темĕн те курма, тỹсме тиврĕ. Çамрăк чухне алла тытман ĕç те юлмарĕ пуль? Аслисемпе тан вăрман касма, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче окоп чавма хутшăнтăм, Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунă çĕрте те 16 - 18 çулсенчи хĕрсем хамăр хастарлăха кăтартăмăр. Вăрçă хыççăн та шурă кулачă çиме пỹрмен пире, сахал мар нуша курнă...- çирĕп ăспа-тăнпах калаçăва пикенчĕ тыл хастарĕ, Тутар Сăкăтĕнче пурăнакан Алия Керимовна Феизова. Апрелĕн 1-мĕшĕнче хисеплĕ ĕç ветеранĕ, тыл хастарĕ пĕр ĕмĕр тултарать.

Сак тулли ача çитĕннĕ вĕсем çемьере. Тăххăрĕшĕнчен икĕ арçын ачипе пĕр хĕрачи выçлăха, чире пула çамрăклах вилнĕ. Ыттисем вара çирĕпрех пулнă курăнать, упранса юлнă. Пĕринчен тепри пĕчĕк шăллĕпе йăмăкĕсене амăшне пăхма йывăр пулнăран, Алия аппа вулама-шутлама хăнăхсанах шкултан вĕренме пăрахнă. Ун вырăнне пурнăç ăна ĕмĕр тăршшĕпех йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнма вĕрентнĕ.

- Тăшмантан хỹтĕленмелли чикĕсем чавнă чухне икĕ бригадăпа ĕçлеттĕмĕр, вăрăм бараксенче пурăнаттăмăр. Шăннă çĕре тимĕр кĕреçепе çеç çĕнтерме çукчĕ, лумпа таккаттăмăр. Çурма выçă çынсем вăйсăрланса вилнисем те пулнă. Вĕсене те хамăрах пытараттăмăр.

Вăрçă синкерлĕхĕ пирĕн ялтан та чылăйăшне асат хуçнă евĕр амантса хăварчĕ. Пирĕн атте те çичĕ çул салтак тумне хывман. Эпир унăн ăшшине туйса та ỹсеймен. Анне хỹтлĕхĕнче çеç вăй пухайнă. Çапах кирек мĕнле пулсан та нăйкăшман, йывăр саманапа çырлахнă та пурнăç тăвассишĕн тапаçланнă,- каласа парать Алия аппа.

Мăшăрлă пурнăçпа та савăнайман хĕрарăм. Мĕскĕнрех çемьере пурăнакан каччăпа пĕрлешсе 1947 çулта ывăл çуратнă хыççăн нумаях та пурăнман, уйрăлнă. Ун хыççăн пĕчĕк çеç пỹрт илсе унта хỹтлĕх тупнă. Каллех тĕпленсе çитеймен, пушарта тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă. Паян пурăнакан çурта вара вăл колхозра ĕçленĕ чухне хăйĕн икĕ алă вăйĕпе, арçынла хăватпа вăрман кăларса тунине хăпартланса каласа пачĕ. Ỹссе çитерехпе (йывăр тăпри çăмăл пултăр) ывăлĕ амăшĕн тĕрекĕ пулнă, вăл та чылай пулăшнă. Ĕмĕр ĕмĕрлесси чăнах та уй урлă каçасси мар. Хĕрарăма пурнăç тилхепине тытса пыма ансат пулманни паллă.

Çапах та çирĕп чунлă, пурнăçа юратакан ĕç ветеранĕ нихăçан та пуçа усманни паянхи кун та сисĕнет. 70 çул тултарнă хыççăнах çăварĕнче пĕр шăл та юлман пулин те кашни сăмаха татса тата çирĕппĕн калаçать. Апатне те тиркемест. Кирлĕ чухне кăмака хутса ярса хуран яшки те пĕçерет... Çывăх тăванĕсем ăна пăрахмаççĕ, унăн сывлăхĕпе кăсăклансах тăраççĕ.

- Аллах пилĕпе, вăл мана вăхăтĕнчи нуша-тертшĕн хăй хỹтлĕхне илнипе çапла хавхаланса нумай çул пурăнатăп пулĕ. Паянхи кун мĕн ыратнине калаймастăп. 1982 çултанпа (ỹксе аяк пĕрчине амантнă пулнă) больницăна та кайман, сывлăха та тĕрĕслеттермен. Корана вулама куçлăх та кирлĕ пулĕ ĕнтĕ мана? Çапах унсăрах вулатăп, питĕ кирлĕ чухне лупăпа усă куратăп,- терĕ те Алия аппа нумай калаçнăшăн çылăх турăм пулĕ тесе малтан тутарла чĕлхепе кĕске кĕлĕ вуларĕ, ун хыççăн ăшпиллĕн ăсатса ячĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика