Ачаранах юрра-ташша ăста

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2024, 18:59 Просмотров: 246

 Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче "Чăваш Енĕн ĕнчĕ пĕрчи" "Жемчужинки Чувашии" ХХ уçă фестиваль-конкурсăн зонăри тупăшăвĕ иртрĕ. Унта 42 коллектив хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем вокал, хореографи енĕпе, музыка инструменчĕсемпе выляса тупăшрĕç.

Хăнасемпе унта хутшăнакансене Герман Лебедев ячĕллĕ Шупашкар округĕнчи Хыркассинчи ачасен ăсталăх çурчĕн директорĕ Людмила Абдулкина та саламларĕ. "Çакнашкал фестиваль çамрăк ăстасене палăртма пулăшать те. Мускаври Юрий Энтин ăсталăх центрĕпе çыхăнура пулнăран пирĕн ачасем тĕрлĕ проектпа фестиваль лауреачĕсем пулаççĕ. Хăвăра шанăр, вара сирĕн çитĕнỹ пулатех",- терĕ вăл.

 Сцена çине Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем ушкăнпа та, уйрăмшарăн та тухрĕç. Кашни номер илĕртỹллĕ пулчĕ. Ачасем фестивале тăрăшса хатĕрленни палăрчĕ. Ташлама та, юрлама та ăста çитĕнекен ăру. Жюрисем çурма финала хутшăнма 4 номер суйласа илчĕç. Вĕсем çаксем: 2а классен "Çăлкуç", 3а классен "Ташлама тухатăп" чăваш тата вырăс ташшисем, "Служить России" тата 7а классен хĕрĕсен "Çĕмĕрт çеçки çурăлать" юррисем.

2а тата в, 3г классем чăваш, вырăс ташшисемпе иккĕмĕш степеньлĕ лауреатсем пулчĕç.

Çурма финал апрелĕн 18-мĕшĕнче иртет.

Татьяна ТОЛСТОВА, Инга СЕЛИВАНОВА, вĕрентекенсем

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика