Патăрьелсем - чи маттуррисем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2024, 19:00 Просмотров: 203

Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсен виççĕмĕш спорт шкулĕнче çăмăл атлетикăпа йăлана кĕнĕ пĕтĕм Раççейри турнир иртнĕ. Унта Чăваш Енĕн тата Ульяновск облаçĕн, Мари Эл Республикин, Чулхула облаçĕн тата Донецк халăх Республикин ăста спортсменĕсем хутшăннă.

 "Паттăр" спорт шкулĕн çамрăкĕсем старта тăрса чи лайăххисем пулнине çирĕплетнĕ. Роман Смирновпа Кристина Иванова 800 метрлă дистанцире пĕрремĕш, Валерия Гаврилова 1500 метрлă чупура иккĕмĕш вырăнсенче пулнă. Алексей Викторов (400), Максим Чемеров (1500), Анна Суворова (60), Николай Иванов (60 метра чăрмавсем урлă сиксе) призлă вырăнсене йышăннă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика