ЮХМАПА Пăла тăрăхĕ ытти паллă çынсемпе пĕрлех поэт-писательпе те пуян. Чăваш халăх писателĕ, талантлă прозаик Алексей Филиппович Талвир (Башкиров) вĕсенчен пĕри. Мартăн 21-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Хресчен çемйинче çитĕннĕ пултаруллă писателĕн 30 ытла произведенийĕ кун çути курнă. "Пăва çулĕ çинче" биографилле повеçĕ Алексей Талвир творчествинче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ентеш-писателĕн юбилейе ячĕпе Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотека системинче сăвă-калав çыракан хастарсем, шкул ачисем пуçтарăннă, хăйсен творчествипе паллаштарнă, юлашкинчен пурте пĕрле "Çăкăр" историпе этнографи музейĕ умĕнчи писателĕн бюсчĕ умне чечексем хунă, пуç тайнă.
Апрель 2024 |