Чăваш Ишекĕнче пĕртен-пĕр урхамах юлнă...

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2024, 19:41 Просмотров: 126

ЮЛАШКИ çулсенче ялсенче лашасен шучĕ чакрĕ. Чĕлхесĕр янаварсене тĕрлĕрен "хурçă ут" улăштарчĕ темелле. Вăхăтĕнче Чăваш Ишекре те урхамахсем ял илемĕ, ĕç вăйĕ шутланнă-ха. Халĕ ытти çĕрти пекех çак ялта та пĕр çемьесĕр пуçне урăх ăна усракан та çук. Леонид Антонов хастар вара паянхи кун та кил хуçалăхĕнчи ĕçсенче лашапах усă курать-ха. Йышлă выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усракан мăшăр выльăх апатне те унпах турттарать. Вăл çеç те мар. Çăварни эрнинче ĕлĕкхи йăла-йĕркепе урхамаха капăрлатса çемйипе, ачисемпе, мăнукĕсемпе ял йĕри-тавра, урамсемпе катаччи чупасси те ырă йăларах кил хуçин. Типĕ кĕрес умĕн шăпах çапла савăнтарнă та ашшĕ, аслашшĕ ачисемпе мăнукĕсене.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика