Тулăх кĕр кăмăла çĕклет

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2018, 09:31 Просмотров: 294

Мĕн авалтан кĕрхи ĕçсем вĕçленсен ял çынни кĕреке хушшине ларнă, сĕтел çине çĕнĕ тухăçран пĕçернĕ çăкăр тата апат-çимĕç лартнă. Çак ырă йăла паян та манăçа тухман. Çулленех хирсем пушансан ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансем Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне пухăнаççĕ. Ноябрĕн 9-мĕшĕнче ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕн-че пурăнакансене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ В. Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Н. Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Н. Курчаткинпа К. Ермолаев, район пуçлăхĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, Туçари çветуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, ЧР Общество палатин тата районти Общество канашĕн членĕ М. Хайбуллов тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç.

Савăнăçлă мероприяти Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче - Чăваш Ишекĕнче - 180 ĕне-выльăх вырнаçмалăх фермăна уçнинчен пуçланчĕ. Витене "Çемье фермерĕ" программăпа хăпартнă. Сăмах май, фермер 2014 çулта 120 ĕне-выльăх кĕрекен витене, ун хыççăн выльăх пусса тирпейлемелли цехпа вырăнта туса илнĕ сĕтпе какайран тĕрлĕ продукци хатĕрлекен цеха хута янăччĕ.

- Пĕр 10 çул каялла çакăнта фермăсем ĕçлесе каясса нумайăшĕ шухăшлама та пултарайман пуль. Паян 15 çын валли ĕç пур, халь çĕнĕ вите хута кайнă май тата иккĕ хутшăнать, - терĕ савăнăçне пуринпе те пĕрле пайласа Р. Санзяпов.

Çак кунах Кзыл Камышри Ф. Ибетов фермер та выльăх пусса тирпейлекен цех - районта тăххăрмĕш пулчĕ - уçрĕ. Кунта малашне талăкра 3 тонна аш-какай хатĕрлеме пултараççĕ.

Уявăн иккĕмĕш пайĕ Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче малалла тăсăлчĕ. Хăнасемпе мероприятие хутшăнакансем, АПК ветеранĕсем центр умĕнчи ĕлĕкхи пурнăçа сăнлакан самантпа паллашма пултарчĕç. Алă арманĕпе тырă авăртакан, купăста тĕвекен ачасем тăрăшсах аслашшĕ-асламăшĕ пурнăçланă ĕçсене кăтартса пачĕç. Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче йĕркеленĕ курав-конкурс вара чылайăшне тĕлĕнтерчĕ. Чустаран питĕ илемлĕ çимелли япаласем ăсталама пулать иккен! Хăшĕ- пĕрне ас тивсе пăхма та шел пек туйăнчĕ. Курава организацисемпе пĕрлех уйрăм çынсем те хутшăнчĕç, кашнийĕн пултарулăхне палăртса дипломсемпе хакларĕç.

Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне халалланă савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ М. Петров уçрĕ. Унтан сăмах район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов илчĕ. Вăл уявпа саламланă май хирте, фермăра тăрăшакансене сĕтел çинче çăкăр пурришĕн, иртен пуçласа каçчен ырми-канми вăй хунăшăн тав турĕ.

Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ, теççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов кăтартусемпе паллаштарчĕ. Вăл юлашки виçĕ çулта пусă çаврăнăшне 3216 гектар кĕртнине, 2020 çулччен тата 1350 гектара сухалама тытăнмаллине пĕлтерчĕ.

Пурнăç пĕр вĕçĕм çĕнĕлĕхсем ыйтать. Патăрьелсем вара яланах пурнăç таппипе тан утма тăрăшаççĕ. Районта 257 млн тенкĕлĕх 12 инвестици проекчĕ хута каймалла. "Красное Знамя" ЯХПКра 170 пăру тăракан витене реконструкциленĕ. Çакăн пекех проект "Труд" хуçалăхра та. Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнчи Э. Солдатова 100 ĕне валли ферма тума пикеннĕ. Ăна çитес çул вĕçлемелле. "Кзыл Камыш" агрофирмăра 100 лаша тата сурăхсем валли хуралтăсем çĕклеççĕ. Шăнкăртам ял тăрăхĕнче "БАРАКАТ" кооператив талăкра 12 тонна аш-какай тирпейлекен цех уçма палăртать тата ытти те.

Ял хуçалăхне патшалăх пулăшăвĕсĕр аталанма йывăр. 10 уйăхра районти ял хуçалăх производителĕсем федераци, республика тата вырăнти бюджетсенчен 197 млн тенкĕ илнĕ, çакă иртнĕ çулхинчен 55 млн тенкĕ нумайрах.

Район çулленех "Фермер ĕçне пуçăнакан", "Çемье фермерĕ" программăсене хастар хутшăнать. Кăçал та тăватă фермер пурĕ 10 млн та 500 пин тенкĕлĕх пулăшу илчĕç. Çавăн пекех тата иккĕшне ферма тума 10 млн тенкĕшер панă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсем тăрăшаççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла ăнтăлаççĕ. Çакна район Мускаври "Ылтăн кĕркунне" куравра "Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕчĕк харпăрлăхлă хуçалăхсене грант пулăшăвне парассине йĕркелессишĕн тăрăшнишĕн" номинацинче ылтăн медале тивĕçни тата республикăра ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă тунă чухне экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухни те çирĕплетет.

Савăнăçлă мероприятире ĕçре палăрнисене Раççей, республика, район шайĕнчи Хисеп хучĕсемпе, Тавсемпе чысларĕç.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика