Нимелле - кĕпер

Категория: В районе Опубликовано: 30.07.2020, 13:57 Просмотров: 294

 Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял  тăрăхĕнче çырма-çатраллă вырăнта вырнаçнă. Ҫавна май вăхăтран-вăхăта каçми-кĕперне те юсасах тăрас пулать. Хăш-пĕр ĕçне вара ял çыннин вăйĕпе пурнăçлаяс та çук. Ҫапах та аслăчеменсемпе туричакăсем - аптраман таврашсем. Патшалăх пулăшăвне çеç кĕтсе лармаççĕ, вăй çитнĕ таран ялта пурăнакансемпе канашласа, пĕр шухăшлă пулса, ырă ĕçе пикенеççĕ. Акă иртнĕ канмалли кунсенче Тури Чакă ялĕн старостипе Иван Никитинпа ял депутачĕсем Владимир Фролов, Владимир Кадушкин, Юрий Матросов пуçарнипе Тури Чакă ялĕнчен Пашьел енне каякан урам хушшинчи кĕпере çĕнетрĕç...

Каçса çÿрекен кĕпер юхăннăччĕ, унта юшкăн тулнăчччĕ, шыв çырантан тухса сарăлса кайнипе çурлă-кĕрлĕ техникăсемпе каçса çÿреме çав тери йывăрччĕ. Ҫавăнпа та пурте пĕрле тăрăшса кĕпер вырăнне тасатрĕç, бетон труба вырнаçтарчĕç.

Валерий Тимошкин, Николайпа Юрий Волковсем, Алексей Сюзюкин, Николай Софронов трактористсем вак чул, тăпра турттарчĕç. Ял старости Иван Никитин  пархатарлă ырă ĕçе хутшăннă ял çыннисене тав турĕ, малашнехи ĕçсене те активлă хутшăнма сунчĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика