Ырă туни ырăпах таврăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 08.12.2023, 14:02 Просмотров: 312

Волонтер кунĕнче Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта доброволецсен (хăйсен ирĕкĕпе пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлакансен) командисен конкурсĕ иртрĕ. Унта муниципалитетри вăтам шкулсенчи яваплăха туякан, хастар, уçă чун-чĕреллĕ, хăйсен пушă вăхăтне обществăшăн яракан, ыттисене пулăшма май тупакан хĕрсемпе каччăсем хутшăнчĕç. Çак ятпа çитĕнекен ăрăва муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи Юлия Селиванова, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Гелсирень Абейд

уллова саламларĕç. Чи тăрăшуллисене муниципалитет округĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç. Волонтерсем кирек хăçан та пулăшу кĕтекенсене алă тăсса пама хатĕр, вĕсенче малашлăх, вĕсенче шанчăк. Ырă ĕçе пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та пурнăçлама пултараççĕ. Ушкăнра вăй пулнине асра тытаççĕ. Тунă ĕçсене социаллă сетьсенче çутатаççĕ, портфолио йĕркелеççĕ. Ку хутĕнче вара сцена çинче кашни отряд хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма тăрăшрĕ. Шкулсенчи волонтерсен ушкăнĕсем пирки сахал мар ырă сăмах илтнĕ.

Волонтерсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас ĕçе те хастар явăçаççĕ. Гуманитари пулăшăвĕ пухма хутшăнаççĕ. Салтаксем патне чуна витерекен ăшă çырусем çыраççĕ. Маскировка сеткисем çыхма явăçаççĕ.

 Турханти (ертỹçи -Анатолий Кольцов тухтăр) волонтер-медиксем пирки илтмен çын çуках-тăр. Вĕсем çамрăксене те, аслисене те пулăшма хатĕр. Тĕрлĕ акцие хастар хутшăнаççĕ. Усă курман çурт хыçĕнчи пахчара çĕр улми çитĕнтерсе Украинăри ятарлă çар операцинчи салтаксем патне ăсатрĕç. Пĕччен пурăнакасене çăкăр, сĕт, ытти çимĕçпе пĕрлех эмелсем леçсе параççĕ. Тăван тавралăх тасалăхĕ те ют мар вĕсемшĕн. Экологи субботникĕсене тухаççĕ тата ытти те. Тăрăшуллă ĕçе республика, Раççей шайĕнче те вырăна хурса хакланăччĕ. Хăйсен ĕçне конкурсра та слайдсемпе кăтартрĕç. Ку хутĕнче те вĕсем муниципалитет шайĕнче пĕрремĕш вырăна тухса "Чи лайăх волонтер отрячĕ-2023" ята тивĕçрĕç.

Иккĕмĕш вырăна вара Шăнкăртамри пĕрремĕш, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Туçари, Тутар Сăкăтĕнчи, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулсенче пĕлỹ пухакан отрядсем йышăнчĕç.

Портфолио йĕркелесе пырассипе Патăрьлĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти хастарсене палăртмалла. Иккĕмĕш вырăнта Турханти, виççĕмĕшĕнче Тутар Сăкăтĕнчи, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулсен командисем. Çĕнтерỹçĕсем грамотăсемпе парнесене тивĕçрĕç. Тĕрлĕ ят панă отрядсене: "Ырă ту" (Туçа), "Çутă пайăркисем" (Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ), "Тимлĕх" (Хирти Пикшик), "Ыттисене ырăлăх кỹр" (Тутар Сăкăт) тата ытти те.

Пурте вĕсем çынсене ырă тăвассипе çыхăннă. Кашнийĕ тĕрлĕ акцие хутшăнать. Çынна ырă туни ырăпа таврăнатех. Çакна тĕпе хурса усăллă ĕçе явăçар.

 Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика