Шухăшлава аталантаракан вăйă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.12.2023, 14:28 Просмотров: 293

Спорт тата вĕрентỹ ĕçĕн ветеранĕ Николай Паймуллин ячĕпе Еншикре шашкăлла тата шахматла выляса турнир иртнĕ. Унта хутшăнакансене тата выляма хавхалантаракансене муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Пикшик территори пайĕн начальникĕ Владислав Краснов, "Паттăр" спорт шкулĕн директорĕ Анатолий Афанасьев, чĕннĕ хăнасем саламланă.

Шашка турнирĕнче 18 спортсмен тупăшнă. Пĕрремĕш вырăна Владислав Антонов, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Николай Федоровпа Владислав Григорьев тухнă.

Хĕрарăмсенчен Наталия Кузьмина, Раиса Фролова, хĕрачасенчен Софья Медведева, Карина Сурнаева лайăх вылянипе савăнтарнă.

Шахмат турнирне 22 спортсмен хутшăннă. Малти вырăна Сергей Селиванов, ун хыççăн Анатолий Тинюков, виççĕмĕшне Хирти Пикшикри вăтам шкулта 7 класра вĕренекен Николай Ильичăн мăнукĕ Тимофей Краснов тухнă.

Шахматла выляссипе хĕрарăмсенчен Елена Краснова палăрнă. Шкул ачисенчен Еншикри Полина Матвеева мала тухнă, Первомайскинчи Александра Петровапа Маргарита Матвеева - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Арçын ачасенчен Первомайскинчи вăтам шкулта 3 класра вĕренекен Иван Селиванова çитекенни пулман. Иккĕмĕшĕнче - Еншикри Семен Краснов, ун хыççăн Первомайскинчи Максим Матвеев.

Вăйăсене Рифкат Сафиулловпа Николай Гранатский судьясем сăнаса тăнă.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене кубоксемпе, медальсемпе, дипломсемпе, сертификатсемпе тата парнесемпе чысланă.

Николай КРАСНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика