"Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ"

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2023, 20:42 Просмотров: 273

 Ландыш Куртлюкова Ульяновскинчи медицина колледжĕнче фельдшера вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕнче ĕçлеме пикеннĕ.

"Çакăнти васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕнче манăн аппа Миляуше Ишмуратова та фельдшер пулса ĕçлет. Шăпах вĕсен бригади пациентсене вăхăтра пулăшу парса вилĕмрен хăтарнисене каласа панине темиçе хутчен те илтнĕ. Çакă мана медицинăна кайма хистерĕ те пулас. Çынсен сывлăхне упрама, вĕсене инкекрен хăтарма пулăшассиччĕ манăн ĕмĕтре. Çакна хамăр муниципалитет округĕнче ĕçе кĕртме пултарнишĕн хĕпĕртетĕп те. Тăван килĕм те, çывăх çынсем те юнашар",- каласа парать Ландыш Марсовна.

Ĕмĕте пурнăçа кĕртнĕ май "Ял фельдшерĕ" программăпа укçан тỹлев пани те хавхалантарнă. Çакă "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн "Медицина организацийĕсен сывлăх сыхлавĕн системине квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтересси" регион проекчĕн пĕр пайĕ те пулса тăрать. Программа яллă вырăнта ĕçлекен фельдшерсене хавхалантарни куç кĕретех.

 "Ял фельдшерĕ" программăпа панă тỹлев шăпах çакнашкал вырăнта ĕçе пуçăнса кайма май парать. "Республикăри сывлăх сыхлав министерстви укçан панă хавхалантарăвĕ манăн ĕмĕте васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕнче пурнăçа кĕртме пулăшни кăмăллă та",- тет çамрăк специалист.

Паянхи кун Патăрьелĕнчи васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕнче медицина кадрĕсем çителĕклĕ. "Ял тухтăрĕ" тата "Ял фельдшерĕ" программăсемпе ĕçе вырнаçнă ĕçченсем урăх вырăна куçса çỹремеççĕ.

 Юлашки 2 çулта васкавлă медицина пулăшăвĕн 2 врачĕ "Ял тухтăрĕ" программăпа ĕçлеме килĕшỹ çырнă. 24 фельдшер вара "Ял фельдшерĕ" программăн тỹлевне илнĕ. Кунсăр пуçне Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тĕллевлĕ майпа 10 çамрăк тухтăра, Шупашкарти медицина колледжĕнче 25 хĕрпе каччă медика вĕренет. Ординатура тухакан 3 çынпа килĕшỹ çырнă. Вĕсем вĕренỹрен пушă вăхăтра оперативлă пайра тата васкавлă медицина пулăшăвĕн тухса çỹрекен бригадисемпе явăçса хăйсен професси ăсталăхне ỹстереççĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика