Первомайски ял старости малтисен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2023, 20:43 Просмотров: 276

Çак кунсенче Чăваш Республикинчи Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ «Чăваш Республикинчи ялти  чи лайăх староста» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Пĕтĕмпе 31 заявка панă пулнă. Çĕнтерÿçĕсене чысламалли фонд 200000 тенкĕпе танлашнă.

Малти вырăнсене икĕ категорипе - 100 çын  тата 100тен ытларах пурăнакан ялсен старостисем хушшинче – палăртнă. Конкурса хутшăнакансене хакланă чухне вĕсем ялсене тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас, пурăнакансем валли лайăх условисем туса парас, пуçару проекчĕсене хутшăнас, ял уявĕсене, культурăллă-массăллă мероприятисене йĕркелес ĕçе еплерех туса пынине пăхса тухнă. Çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхĕпе тата йĕркене пăсакансемпе профилактика мероприятийĕсем, халăхпа тĕл пулусем ирттернине тата ыттине те тĕпе хунă.

Палăртма кăмăллă, 100 ытла çын пурăнакан ялсем хушшинче Первомайски старости Арсентий Иванов 4-мĕш вырăн йышăннă.

Александр Иванов

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика