Электронлă сасăлав йĕркипе тĕплĕнрех паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2023, 20:48 Просмотров: 277

Иртнĕ эрнере Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне хатĕрленсе Патăрьел муниципалитет округĕнчи суйлав участок комиссийĕсен членĕсемпе вĕрентỹ йĕркеленĕ.

Семинара хутшăннисен умĕнче Патăрьел территори суйлав комиссийĕн председателĕ Марат Айзатуллв, Чăваш Республикинчи суйлав комиссийĕн секретарĕ Олег Ефимов, лекторсем тухса калаçнă, çĕнĕлĕхсемпе, дистанциллĕ майпа иртекен электронлă сасăлав йĕркипе паллаштарнă. Кунтах "ИнформУИК" проектпа килĕшỹллĕн суйлавçăсене çитермелли хыпарсем пирки те ыйту пăхса тухнă, "Сасăлав кунĕ" ĕçлĕ вăйăра суйлав комиссийĕн ĕçне кăтартса панă. Юлашкинчен мĕн асра юлнине тĕрĕслеме тест ирттернĕ.

Вĕрентỹ семинарĕнчех суйлав комиссийĕн чи хастар та тăрăшуллă председателĕсене чысланă. 310-мĕш суйлав участокĕн председателĕ Наталия Кальметова Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп грамотине, 316-мĕш суйлав участокĕн председателĕ Любовь Кузнецова Тĕп суйлав комиссийĕн Тав çырăвне, 309-мĕш тата 326-мĕш суйлав участокĕсен председателĕсем Юрий Кошкинпа Наталья Лисова Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн "За заслуги в организации выборов" паллăна тивĕçнĕ.

Регион тата муниципалитет шайĕнчи библиотекăсем хушшинче суйлава хатĕрленсе ирттерсе ярас ĕçре информаципе ăнлантару ĕçне мĕнле туса пынине хак паракан конкурс итогĕпе Патăрьел муниципалитет округĕнчи централизациленĕ библиотека ĕçченĕсене Ольга Моисеевăпа Рузиле Хисаметдиновăна сертификатсем парса чыс тунă.

Семинара хутшăннисем культурăпа кану центрĕн фойинче суйлав темипе йĕркеленĕ "Моя галочка" конкурса хутшăннă творчество ĕçĕсемпе те кăмăлтан паллашнă.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика