Экологи пĕлĕвне - пĕчĕкренех

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2023, 20:50 Просмотров: 264

Муниципалитет округĕнчи шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕнче регионсем хушшинче иртнĕ семинар-практикума хутшăннă. Вăл "Патшалăхăн вĕрентỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн çитĕнекен ăрăва ку чухнехи экологи тĕлĕшпе пĕлỹ парасси" темăпа пулнă.

 Семинара Патăрьел муниципалитечĕн, Тутарстан Республикин, Ульяновск облаçĕн представителĕсем хутшăннă. Пирĕн педагогсем професси ăсталăхĕ пысăк шайра пулнине кăтартнă.

Ачасене экологи енĕпе пĕлỹ парасси паянхи кун тĕп вырăнта тăмалла та. Тăван тавралăха таса та тирпейлĕ тытма хăнăхтарни хамăршăнах лайăх. Вăл сывлăхпа та çыхăннă.

Семинарта "Сказка" ача сачĕн воспитателĕсем Светлана Владимирова, Елена Плотникова, Лилия Мухаметзянова вырăнта йĕркеленĕ агролабораторипе паллаштарнă.

"Василек" ача садĕнчи музыка ертỹçи Евгения Ежова ачасен экологи культурине музыка енчен çирĕплетсе пыма май пулнине кăтартса панă.

Шăнкăртамри "Сандугач" ача сачĕн воспитателĕ Миляуше Садретдинова шкул çулне çитменнисем экологи культурине сăнавсем урлă хăвăрт ăша хывнине каланă.

Первомайскинчи "Шуçăм" ача сачĕн Каншел филиалĕнче тĕрлĕ çулхисемпе ĕçлекен Наталия Камышева хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă.

 Семинар интереслĕ те тухăçлă иртнĕ.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика