Маттур пулар юрă-ташăра, ырă ята тивĕçер халăхра

Категория: Публикации Опубликовано: 25.02.2019, 15:13 Просмотров: 187

Тикеш ял клубĕнче районти централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетсе кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри культура, наци тата архив ĕçĕсен министерствин строительство, культура эткерлĕхĕн объекчĕсен сыхлавĕн пайĕн начальникĕ Сергей Краснов, Наци библиотекин литература отраслĕн пайĕн начальникĕ Марина Добронравова хутшăнчĕç.

Иртнĕ çулхи культура ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алевтина Куданова паллаштарчĕ.

Районта паянхи кун 47 культурăпа кану центрĕ ĕçлет. Иртнĕ çул Алманчăри культура çурчĕн пурлăхпа техника базине 400 пин тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Грант пулăшăвĕпе Çĕньялтине 150 пин тенкĕлĕх сăн кĕртнĕ. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче ку чухнехи музыка хатĕрĕсене 900 пин тенкĕлĕх туяннă.

"Республикăри ял территорийĕсене аталантармалли 2013-2020 çулсенчи хушма программăпа" килĕшỹллĕн юлашки икĕ çулта Ыхра Çырминче тата Ишлĕре культура çурчĕ тунă. Кăçал Тутар Сăкăтĕнче хăтлă клуб çĕклеме палăртнă.

Шăхачри, Анат Туçари, Тикешри культура çурчĕсене юсанă. Козловка-Пăлакассинчи, Тутар Тимешĕнчи, Тăрăнти клубсене хăтлăх кỹнĕ.

"КиноБатыр" уçăлнăранпа çĕнĕ фильмсем курма майсем пур. Çавна май 268 киносеанса пырса курма май пулнă.

Турханти А. Кокель музей-çурчĕн йĕри-таврашне 2 миллион тенкĕлĕх тирпейленĕ.

Юлашки 7 çулта 15 культура учрежденинче юсав ирттернĕ. "Юсав кĕтекенсем татах та пур-ха. Музыка инструменчĕсем çитмеççĕ. Сцена тумĕсем, костюмсем кирлĕ. Библиотекăсенчи кĕнеке фондне çĕнетесси нормăпа килĕшỹллĕн пулса пымасть",- терĕ Алевтина Куданова. Пĕрлех ĕçри çитĕнỹсене те палăртрĕ. Анат Туçа библиотеки республика ăмăртăвĕнче иртнĕ çул çĕнтерỹçĕ, Алманчăри халăх музейĕ туристсене кăтартмалли чи лайăх объект пулчĕç.

Централизациленĕ клуб системин информаципе методика центрĕ III степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Централизациленĕ клуб, библиотека системисен ертỹçисем Алина Петровăпа Алевтина Овчинникова, "Çăкăр" музейĕн директорĕ Валентина Маллина, район архивĕн заведующийĕ Татьяна Казначей та отчетсем туса пачĕç.

Иртнĕ çул 6612 культурăпа массăллă мероприяти ирттернĕ. 2 миллион тенкĕ ытлалăх тỹлевлĕ пулăшу кỹнĕ. Çак кăтарту 2017 çулхипе танлаштарсан 45 процент ытларах.

Централизациленĕ библиотека системине 29 вулавăш кĕрет. Вĕсен ĕçченĕсем 2700 мероприяти ирттернĕ. Музей фончĕ те пуян: 10651 экспонат. Архивра 253 фонд упранать.

Район территорийĕнче Х-ХII ĕмĕрсен федераци пĕлтерĕшлĕ культура эткерлĕхĕн 4 объекчĕ шутланса тăрать.

Регион шайĕнчи градостроительствăпа архитектурăн 12 палăкĕ пур. Паянхи куна Тикеш хулашĕн проектне тунă. Кăçал унта информаци стендне вырнаçтарма палăртаççĕ. Канашлăва хутшăннисем пулас этнокомплекс проекчĕпе те паллашрĕç.

Районти культура сферине аталантарас енĕпе сахал мар ĕç тунă. 2019 çулта ĕçе кĕртмелли те самаях. Рудольф Селивановпа Сергей Краснов шăпах çавсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç.

Тăрăшуллă ĕçченсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе, дипломсемпе чысларĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ çамрăксене те свидетельство пачĕç.

А. Астраханцева

Яндекс.Метрика