Ултавлă шăнкăравшăн пуçран шăлмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.02.2019, 09:50 Просмотров: 272

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕш- ỹллĕн кашни çыннăнах хăйĕн сывлăхне сыхлама, упрама, медицина пулăшăвĕ илме ирĕк пур. Ку тĕлĕшпе хỹтĕлекен саккунĕ те ("Об основах охраны здоровья граждан в Российской Федерации") вăйра. Анчах та çакна та палăртса хăвармалла. Васкавлă пулăшу службине ултавлă шăнкăравпа ытти çынсен сывлăхне çăлма чăрмав кỹнĕшĕн, çав вăхăтрах тăкаклантарнăшăн та гражданинăн саккунпа явап тытма тивет. Район прокурорĕн пулăшуçи В. Михайлов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх "03" васкавлă пулăшу службине ултавлă шăнкăравпа чĕнсе илнĕшĕн 1 - 1,5 пин тенкĕ административлă штраф параççĕ. Сăмах май каласан, пушар службине е полици сотрудникĕсене сăлтавсăр чĕнсе илнĕшĕн те çакăн пекех явап тытмах тивет.

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика