Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Çырура яланхиллех халăха кăсăклантаракан мĕн пур ыйтăва хускатрĕ, çĕршыв умĕнчи тĕллевсене çивĕчлетрĕ. Вăл шутра экономикăпа, политикăпа, идеологи лару-тăрăвĕпе çыхăннисене те.
Çĕршыв Ертỹçи пĕлтерĕшлĕ документ пуçламăшĕнчех çемьесене упраса хăварас, халăхăн пурнăçне тĕрлĕ майпа çăмăллатас, нумай ачаллă çемьесемшĕн ырă улшăну тăвас тĕллевпе çĕнĕ шухăшсене палăртрĕ. Çакă, паллах, савăнтарчĕ. Владимир Владимирович Çырура "Земский доктор" программăн иккĕмĕш пайĕ вăя кĕнине, унпа юнашарах "Земский учитель" программăпа килĕшỹллĕн яла килекен çамрăк учительсем те тухтăрсем пекех патшалăхран пĕр миллионшар тенкĕ пулăшу укçине илме пултарнине асăнчĕ. Асăннă программа пирĕн районти педагогика коллективĕсене те çĕнетме, çамрăклатма май парĕ. Владимир Путин паян пурне те пăшăрхантаракан хытă каяша пуçтарса илсе тухас ыйтăва та хускатрĕ, граждансем хăйсем мĕншĕн укçа тỹленине уççăн пĕлсе тăмаллине палăртрĕ.
Евгений МАРТЫШКИН, фермер, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:
- Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Пухăвне янă Çырăва çулленех итлетĕп. Владимир Владимирович çĕршывра ял хуçалăх продукцине туса илесси тата экспорта ярасси ỹснине, малашне тулаш рынокран тупăш кĕртессине тата лайăхлатма тĕллев лартнине палăртрĕ. Чăнах та, юлашки çулсенче кăтартусем курăмлă. Çакна район çитĕнĕвĕсем те çирĕплетеççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕ пĕлтĕр республикăри районсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн тухрĕ. Фермер хуçалăхĕнче эпир пĕрчĕллĕ культурăсем, пахча çимĕç, сухан вăрлăхĕ лартса ỹстеретпĕр. Тырра арендăна панă çĕршĕн хуçисене, вăй хуракансене паратпăр пулсан пирĕн тăрăхра çитĕннĕ çевока туянма хамăр çĕршывран кăна мар, юттисенчен те килеççĕ.
Николай РАСЬКИН, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырура ача амăшĕсене, çамрăк çемьесене, пенсионерсене паракан социаллă çăмăллăхсем пирки витĕмлĕ каларĕ. Патшалăх ипотекăпа хваттер илекенсене 5 çул мар, кредит срокĕпех субсидилени, çемьере иккĕмĕш тата виççĕмĕш ачасемшĕн те ипотекăна 450 пин тенкĕ таран чакарни чăн малтан демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси куç кĕретех тесе шутлатăп. Нумай ачаллă çемьесемшĕн куçман пурлăх çине хуракан налук пирки çăмăллăх пани те çемье бюджетне перекетлеме пулăшĕ. Кун пек çемьесем пирĕн ял тăрăхĕнче те пур.
Петр ШАШКИН, Туçари вăтам шкул директорĕ:
- Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвĕ патне тухнă Çырупа тĕплĕн паллашрăм. Унта Владимир Владимирович вĕрентỹ сферине пырса тивекен проблемăсене уççăн тишкерни кăмăла кайрĕ. Тĕпрен илсен, мĕн килĕшрĕ-ха? 2020 çултан вара "Ял учителĕ" программа пурнăçа кĕмелле.
Раççей шкулĕсенче пысăк хăвăртлăхлă интернет ĕçе кĕнишĕн те савăнмалла. Ялсенчи шкулсем хуларисенчен айккинче ан тăччăрах.
Минзиля ЮСУПОВА, Шăнкăртамри врач амбулаторийĕн тухтăрĕ:
- Ку чухнехи поликлиникăсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем ĕçлеме пикенни ял халăхĕн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеттерме май парать. Пациентсен электронлă медицина карттине уçни вырăнлă. Пирĕн патăртанах вĕсене ытти спеиалистсем патне йышăнăва çырăнтарма пулать. Çавăн пекех Раççей Президенчĕ шыçă чирĕсен çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвне турĕ. Маларахри çулсемпе танлаштарсан диспансеризаци витĕр тухса чылай чире пуçламăш тапхăрĕнче тупма май пурри лайăх.
Март 2025 |