Ачасен пултарулăхне тивĕçлипе хакларĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 26.02.2019, 10:08 Просмотров: 217

Сăкăтри "Çăл куç" ача садĕнчи пĕр ушкăн Тутарстанри Пăва хулинчи регионсем хушшинчи "Ăсталăх тандемĕ" юрăçсен конкурсне хутшăнчĕ. Вĕсен пултарулăхне вырăна хурса хакларĕç. Пĕрремĕш степеньлĕ лауреатсене кашнийĕшне медальпе чысларĕç.

Кỹршĕсем патне нарăс уйăхĕнче те çул тытма тỹр килчĕ. Ку хутĕнче икĕ ушкăн кайрĕ. Çитĕнекен ăру "Радуга талантов" конкурса хутшăнчĕ. Ачасемпе пĕрле Н. Нртина садик заведующийĕ, А. Носкова музыка ертỹçи, ашшĕ-амăшĕ те çула тухрĕ. Вĕсем конкурса хутшăнакансем юрланине чун-чĕрепе итлерĕç.

Жюри членĕсем ачасен ăсталăхне вырăна хучĕç. Икĕ ушкăна та иккĕмĕш степеньлĕ лауреат ятне парса савăнтарчĕç, кубоксемпе хавхалантарчĕç.

Е. ЧЕРНОВА, Л. НАДИНА воспитательсем, Е. ХИТРОВА инструктор

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика