Ултавçăсен шанăçне ан кĕрĕр!

Категория: Публикации Опубликовано: 04.03.2019, 08:14 Просмотров: 517

 КОМПЬЮТЕР ĕмĕрĕ нумай ырă пулăмсемпе пĕрлех ултавçăсемшĕн тупăш çăл куçĕ те пулса тăчĕ темелле пуль. Юлашки вăхăтра çак ăстасем (çаплах калас килет) социаллă сетьри уйрăм çынсен страницисене "çĕмĕреççĕ" те ун ячĕпе пĕрле вĕреннĕ тус-юлташĕ, тăван-пĕтенĕ патне суя хыпарсем вĕçтереççĕ. Чылай чухне çакскерсем çывăх тусĕнчен кивçен укçа парса тăма е тата пĕр-пĕр çыннăн телефон номерне çырса яма ыйтаççĕ. Тепĕр çын вара çийĕнчех лайăх калаçса тăракан юлташне, паллаканнине е тусне пулăшма васкать. Ун пек тума ан хыпаланăр! "Одноклассники" е ытти социаллă тетел урлă килекен смс-кăсене тĕрĕслемесĕр никама та хурав ан парăр, ултавçăсен шанăçне ан кĕрĕр.

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика