Паян предпринимательлĕхпе ĕçлес тесен пуçламăш капитал кирлĕ. Кỹршĕрен е тăванран пысăк укçа тупма йывăртарах. Кун пек чухне пĕр-пĕр банкран кредит илсен кăна, анчах татах йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Суту-илỹ, фермер ĕçне пуçăнас текенсене алă-ура çавăрса яма пулăшас тĕллевпе 2009 çулта Чăваш Ен Правительстви тата экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илỹ министерстви "Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшакан агенство" микрокредит компанийĕ" коммерцилле мар автономи учрежденине йĕркеленĕ. Çак организаци 6 районта пур, вăл шута Юхмапа Пăла тăрăхĕ те кĕрет. Унăн представителĕ - С. Куданов финанс аналитикĕ- Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи 16-мĕш çуртра вырнаçнă. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшакан агенство ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Сергей Николаевичпа тĕл пулса калаçрăмăр.
- Пирĕн районта "Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшакан агенство" микрокредит компанийĕ" коммерцилле мар автономи учрежденин филиалĕ 2016 çулхи январĕн 11-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçларĕ. Тăватă район - Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски - çыннисен укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтăвĕсене татса пама тăрăшатпăр. Организаци предпринимательсене, фермерсене, ял хуçалăх предприятийĕсене микрозайм виçĕ çуллăха 3 миллион тенкĕ таран парать, унăн çулталăк ставки 7,75 процентпа танлашать. Кивçенпе уйăхăн хăш кунĕнче татăлса пырассипе взаимщикпе уйрăммăн калаçса татăлатпăр. 300 пин тенкĕ таран илекенсен юридика сăпачĕсене е уйрăм çынсене поручитель тумалла тата 2 НДФЛ справки кирлĕ. 300 пин тенкĕрен пысăкрах хисеп ыйтакансен вара тỹлеме пултаракан, 6 уйăхран кая мар финанс ĕç-хĕлне тытса пыракан юридика сăпачĕ е индивидуаллă предприниматель кирлĕ тата пурлăха- транспорта, куçман пурлăха, оборудование - саклата (залог) хума тивет. Сăмах май, февраль вĕçĕнче эпир 5 млн тенкĕ таран кивçен пама пикентĕм.
- Сергей Николаевич, ĕçе тин çеç пуçăнаканăн саклата хума куçман пурлăх е транспорт пулмасан та пултарать- çке. Кун пек чухне вара мĕн тумалла-ши?
- Çакна шута илсе ĕнтĕ республикăра "Чăваш Республикин гаранти фончĕ" ("Гарантийный фонд Чувашской Республики") коммерцилле мар автономи организацине туса хунă. Шăпах вăл саклата хума пурлăхĕ çитменнисене 50 процент таран пулăшаять.
- Кредит е микрозайм илме пуçăнсан документсем нумай кирлине палăртаççĕ клиентсем. Сирĕн патăрта ку енчен еплерех?
- Эпир документсем пухассипе çăмăллатнă йĕркепе ĕçлетпĕр. Анкетăсене, кирлĕ ытти хутсене тĕрĕс тата пĕлсе çырма хамăрах пулăшатпăр. Тивĕçлĕ йышăну 1-8 кунта тунă хыççăн укçа парасси е памасси пирки хурав çитеретпĕр. Федераци налук службин предпринимательсен пĕрлехи реестрĕнче тăракан кашни субъектах эпир микрозайм паратпăр, анчах суту-илỹпе ĕçлес текенсен эрех-сăра тата пирус сутмалла мар. Çавăн пекех налукшăн пухăннă парăмсемпе тата шалупа татăлма юрамасть. Ял хуçалăх предприятийĕсем ытларах чухне çур аки ирттерме, çунтармалли-сĕрмелли материал, вăрлăх, оборудованисем туянма укçа илеççĕ.
- "Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшакан агенство" микрокредит компанийĕ" коммерцилле мар автономи учрежденин филиалĕ пуçланса кайнăранпа миçе микрозайм панă тата хăш районтан ытларах илеççĕ?
- 2016 çултанпа 90 ытла микрозайм 138 млн тенкĕ ытларах панă. Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски тăрăхĕнчи уйрăм предпринимательсем пирĕн пата çул хыврĕç. Шăмăршă районĕнчен питех килмеççĕ. Кивçен илекенсем хушшинче уйрăмах фермерсем йышлă, çакă грантпа та çыхăннă. Вĕсен патшалăх пулăшăвне илме процент пулсан хăйсен укçи - 10, кивçен илни 30 процент кирлĕ. Шăпах çакăн пек чухне пирĕн организацие килеççĕ те ĕнтĕ.
- Пурнăçра яланах пурте кал-кал пымасть. Парăмпа татăлма укçа пулмасан каярах (отсрочка) тỹлеме юрать-и?
- Клиентăн хăй тỹлейменни пирки пире маларах килсе пĕлтермелле. Çакăн хыççăн эпир заявление 1-8 кунта пăхса тухса хăш-пĕр документсене хатĕрлеме хушатпăр. Вĕсене илсе килсе парсан парăма ытти уйăхсем çине пайласа яратпăр. Халиччен кивçенпе татăлман тĕслĕхсем пулман.
- 3-5 миллионран та ытларах укçа кирлисене апла эсир пулăшаймастăр? _ "Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшакан агенство" микрокредит компанийĕ" коммерцилле мар автономи учреждени пысăкрах хисеп илес текенсене те пулăшать. Организаци "МСП банк" акционерла пĕрлешỹпе партнерла килĕшỹ тунă. Кунтан пĕр миллиард тенкĕ таран кивçен 7 çуллăха илме май пур. Пуçламăш документсене йĕркелеме эпир пулăшатпăр.
- Тавах калаçушăн, Сергей Николаевич.
О. ПАВЛОВА калаçнă
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |