Çул çитмесĕр руль умне ан лар!

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2019, 10:25 Просмотров: 583

РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен ĕçĕпе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухакан ыйтусем кашнийĕнчех тĕрлĕрен. Черетлĕ ларура Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунăн 5.35 статйин 1 пайĕпе ачисене тивĕçлĕ воспитани паман пирки чылай ашшĕ-амăшне айăплама тивнĕ: 13 административлă ĕçрен 9-шĕ çак сăлтавпа çыхăннăскерсем.

Унсăр пуçне кашни комисси ларăвĕнче тенĕ пекех çул çитмен ачасем водитель удостоверенийĕсĕр руль умне ларса çула тухнă ĕçсене пăхса тухаççĕ. Хальхинче каллех ашшĕ-амăшĕн ывăлĕшĕн явап тытма, унсăр пуçне пилĕк пин тенкĕ штраф тỹлеме те тивнĕ.

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика