Ĕçре те хастар, спортра та пултаруллă

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2019, 10:35 Просмотров: 434

Шупашкарта йĕркеленĕ хĕллехи   ял  спорт вăййисенче 21 районти 500 ытла çын вăй виçнĕ. Икĕ куна пынă ăмăртусенче йĕлтĕрпе чупассипе, кире  пуканĕ йăтассипе, хĕллехи полиатлон енĕпе, шашкăлла, шахматла выляссипе тупăшнă.  Çавăн пекех çемье командисем, доярсемпе механизаторсем те хутшăннă.

Палăртма  кăмăллă, кире пуканĕ йăтассипе пирĕн район атлечĕсене çитекенни пулман, шашкăлла выляссипе те çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Йĕлтĕрпе чупассипе эстафетăра вара иккĕмĕш вырăна тухнă Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне хÿтĕленĕ спортсменсем. +емьесенчен Нёрваш Шёхал.нчи Ефимовсем ви==.м.ш пулнё?

Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе Шупашкарсемпе  Канашсем хыççăн Патăрьел районĕн  команди пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарма пултарнă.

А. Иванов

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика