Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Ен цифра телекуравӗ ҫине куҫассине «Авангард» хаçатра пĕрре мар пӗлтернӗччӗ-ха. Епле приставкӑпа кабель е мӗн йышши телевизор кирлине пӗлменнисем патне волонтерсем ҫитессине хыпарланӑччӗ. Анчах вӗсем кам патне тата мӗнле майпа каясси ун чухне уҫӑмлӑ марччӗ. Халӗ вара республикӑра цифрăллă телекурав çине куçассипе «хӗрӳ лини» телефонĕ ĕçлеме пикеннĕ. Шӑнкӑравсене (8352) 26-11-11 номерпе пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫланă.
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗччен шӑнкӑравсене тунтикунпа эрнекун 9 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен йышӑнӗҫ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче аналог телекурава сӳнтернӗ хыҫҫӑн ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен шӑматкун та ӗҫлӗ. Унӑн ӗҫ вӑхӑтне те ун чухне тӑсӗҫ: 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен. Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 2-мӗшӗччен вӑл каллех тунтикунпа эрнекун 9 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен ӗҫлӗ.
А. Иванов
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |