Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 07.03.2019, 09:44 Просмотров: 532

Мартăн 9-мĕшĕнче районти паллă строитель тата общество ĕçĕн хастарĕ Небиулла Хабибуллович Мезитов 65 çул тултарать. Вăл Именкассинче йышлă çемьере çуралса ỹснĕ. Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах 1971 çулта ăна халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнине шута илсе ялти клуб заведующине çирĕплетнĕ. "Герой" колхозра стрительство ĕçĕсем анлă сарăлнă тапхăрта правлени çамрăка Сĕнтĕрвăрринчи ял хуçалăх строителĕсен шкулне вĕренме янă. Çакăнтан ятарлă диплом илсе килнĕ хыççăн вăл малашнехи пĕтĕм пурнăçне ялти строительствăпа çыхăнтарнă. Малтан хуçалăхра строительсен бригадирĕнче вăй хунă, унтан районти колхозсем хушшинчи куçса çỹрекен колоннăра (МПМК, МСО тенĕ) мастерта, кайран мĕн пенсие кайиччен стройкăсен тĕп организаторĕн _ прорабăн_ тивĕçĕсене пурнăçланă. Вăл ертсе пынипе районта чылай выльăх-чĕрлĕх, призводство тата социаллă пурнăçпа культура объекчĕсене туса хута янă. Уйрăмах паллăраххисем _ Упамсари сакăр çул вĕренмелли шкул, Аслă Чементи ĕне комплексĕ, Çĕньялти, Аслă Чементи, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсем, Треньелĕнчи ача сачĕ, Анат Тăрмăшри культура çурчĕ... Юлашки тапхăртисем - Первомайскинчи тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул çурчĕсем.

Ялти строительствăна аталантарас тĕлĕшпе пысăк вăй хунăшăн ăна "РСФСРти хура тăпраллă мар зонăна аталантарнăшăн" медальпе (1983 çул ) наградăланă. Вăлах _ "Нечерноземагропромстрой" корпорацин хисеплĕ строителĕ (1999 çул), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ (2001 çул). Н. Мезитов çамрăклах районăн общество пурнăçне активлă хутшăннă. Вăл вăхăтĕнче КПСС область конференцийĕн делегачĕ, райком членĕ тата бюро членĕ пулнă.

Яндекс.Метрика