Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен А. Кубикова кашни ача патне тимлĕх çитерме тăрăшать. Çитĕнекен ăрура ырăлăх çуратма хăнăхтарать. Предмета юратма вĕрентет.
Анастасия Анатольевна çĕнĕ вĕрентỹ технологине алла илнĕ май малта пыракан педагогсен ырă ĕç опытне вырăна хурать.
Уроксене педагог тĕплĕн хатĕрленет. Вĕрентỹпе воспитани процесне кирлĕ пек йĕркеленин усси куç кĕретех.
Район тата шкул пурнăçне хастар хутшăнать Анастасия Анатольевна. "Çулталăк учителĕ" конкурса явăçса вăл финалти тупăшăва тухнăччĕ. 2013 çултанпа шкулти сывă пурнăç йĕркишĕн йĕркеленĕ ирĕклĕ пĕрлешĕвĕн ресурс центрĕн ертỹçи. Вăл ертсе пынипе волонтерсем çулленех районти "Чи лайăх волонтер отрячĕ" конкурсра çĕнтерỹçĕсен йышне кĕреççĕ.
Чысĕ пурах педагогăн. А. Кубикова район администрацийĕн, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн, республикăри вĕрентỹ, çамрăксен политики министерствин Хисеп грамотисене, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ.
А. МАЙРИНА
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |