"Турă каçартăр. Эпĕ каçаратăп..."

Категория: Публикации Опубликовано: 07.03.2019, 10:21 Просмотров: 495

ÇАК сăмахсене пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче православи тĕн йăли-йĕркине тытса пыракан кашни çын калама тивĕçлĕ. Пĕр-пĕринчен шухăшпа тата ĕçпе усал тунăшăн, кỹрентернĕшĕн, çылăха кĕнĕшĕн ỹкĕнсе каçару ыйтнă хыççăн çеç аслă Мăнкун типпине таса чун-чĕрепе кĕме тивĕçлĕ пулатăн. Малалла вара çичĕ эрне аш-какай, çĕт-çу çимĕçĕсене çиме, эрех-сăра ĕçме юрамасть, шавлă ушкăнсенче савăнассине те каярах куçарма тивĕ.

Яндекс.Метрика