Юлашки çулсенче районти ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх-чĕр-лĕх отрасльне тимлĕх ытларах уйăрма пуçларĕç. Иртнĕ çул 3100 тонна аш-какай, 9506 тонна сĕт туса илнĕ. Аш-какай хатĕрлессипе "Исток", "Батыревский", "Звезда", "Красное Знамя" хуçалăхсем, "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕ лайăх ĕçленĕ.
Районĕпе пĕр ĕнерен вăтамран 5675 килограмм сĕт сунă пулсан "Красное Знамя" хуçалăхра - 6456, "Исток" агрофирмăра - 6357, "Батыревский" пĕрлешỹре 6014 килогрампа танлашнă.
Ĕне-выльăхăн талăкри ỹт хушаслăхĕ - 806, сыснасен 670 грамм пулнă. 100 ĕнерен 86 пуç пăру илнĕ.
Ĕнесемпе пушмак пăрусене йăхтарас тĕлĕшпе "Красное Знамя", "Батыревский", "Исток", "Труд" хуçалăхсем, сыснасемпе "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕ лайăх ĕçленине палăртмалла. Анчах хăш-пĕр хуçалăхра кĕтĕве çĕнетессипе, ăратлăха лайăхлатассипе çителĕксĕр вăй хураççĕ. 100 ĕне пуçне 20-30 пушмак кĕртсе пымалла. Шел пулин те, пуринче те çакна пăхăнмаççĕ.
Выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерсен аван. "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя" хуçалăхсем ют çĕршывран илсе килнĕ вăрлăхпа йăхтарма тăрăшаççĕ.
"Красное Знамя" ЯХПК ăратлă ĕне-выльăх ỹстерсе сутассипе ĕçлекен районти пĕртен-пĕр хуçалăх. Иртнĕ çул вĕсенчен 10 пуç туяннă.
Хуçалăх кассине выльăх-чĕрлĕхрен ытларах укçа кĕртессине ỹстерес тесен чи малтанах ăшă та çутă, механизациленĕ витесем кирлĕ. Паха апатпа тивĕçтермелле, зоотехника учетне туса пымалла, ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пурнăçламалла, чир-чĕртен профилактика ĕçĕсене вăхăтра ирттермелле, зооветспециалистсемпе ертỹçĕсен яваплăха туйса ĕçлемелле.
П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |