Светлана Матюшкина космос пейзажĕпе мала тухнă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.03.2019, 09:37 Просмотров: 354

ПĂЛАПУÇ Пашьелĕнчи вăтам шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен Светлана Матюшкинашăн конкурсри çĕнтерỹ Космонавтика кунĕ умĕн пысăк парне пекех пулнă. Хĕрача çак кунсенче Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкулта йĕркеленĕ республикăри "Поиск" наукăпа практика конференцийĕнче декораци ĕçлев секцийĕнче "Космос пейзажĕ" проектпа иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Чылай чухне пурнăçра тĕнче уçлăхĕпе, çăлтăрсен мăнаçлăхĕпе ытларах арçын ачасем кăсăкланаççĕ, космоса парăнтарма та ĕмĕтленеççĕ... Кунта вара- хĕрача!.. Çăмăл мар темăпа хăйĕн творчествине ăста та пур енлĕн кăтартма пултарнинче унăн ертỹçин, технологи учителĕн Ольга Иванован, тивлечĕ те пысăк.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика