22-мĕш пускăч

Категория: Публикации Опубликовано: 01.04.2019, 10:18 Просмотров: 913

Цифра пуххине муниципалитет телеканалĕсене кĕртни информаци уçлăхне анлăлатма тата тележурналистика аталанăвне вăйлатма май парĕ.

Кун пирки "22-мĕш пускăч" саккун проекчĕн авторĕсенчен пĕри "Единая Россия" партин генеральнăй канашĕн секретарĕн заместителĕ Евгений Ревенко пĕлтернĕ. Аналог хыпарлавĕнчен цифра çине куçнă май 20 телеканалран тăракан ярăм йĕркеленĕ. "Хăй вăхăтĕнче 21-мĕш пускăч туса хунă. Унта регион телеканалĕсене вырнаçтарма йышăннă. Халĕ эпир 22-мĕш пускăч пирки калаçатпăр, унта муниципалитетсен каналĕсене кĕртме май пулĕ", - тенĕ парламентари.

Çĕнĕлĕх, Евгений Ревекно палăртнă тăрăх, вырăнти телеканалсене цифра пуххине кĕме май парĕ, мĕншĕн тесен вĕсем укçа-тенкĕ çукран хăйсем тĕллĕн çакăн йышши ярăмсене лекеймеççĕ. "Çак саккун проекчĕпе эпир кабель сечĕсен операторĕсене конкурс ирттерсе муниципалитет телеканалĕсен кăларăмĕсене хăйсен округĕнче тỹлевсĕр кăтармалла тутарасшăн", - тенĕ вăл.

Саккун проектĕнче тỹлевсĕр каналсен пуххине кĕмелли условисене туллин палăртнă. Хыпарлав вăхăчĕн 75 процентне наци кăларăмĕсем йышăнмалла, 21 проценчĕн муниципалитетри пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çутатмалла. Евгений Ревенко пĕлтернĕ тăрăх - саккун проектне çуркуннехи сессире пăхса тухса йышăнма палăртнă.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика