РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви органĕсем тĕпчесе пуçтарнă материалсемпе суд Тутар Республикинчи Пăва хулинче пурăнакан 23 çулхи çамрăка РФ УКăн 238 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн айăплă тесе йышăннă, 40 пин тенкĕ штраф тỹлемелле тунă.
Следстви тата Патăрьел район сучĕ çакна çирĕплетсе панă. 2018 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ Акатуй-Сабантуйра çак çамрăк çын хăй предприниматель пулманнине пăхмасăрах уявра халăх йышлă вырăнта квадрациклпа тỹлевлĕ çăмăллăхсем ирттерме тепĕр çынна техникине проката панă. Çавна май унпа инструктаж та ирттермен, хăрушлăхран хỹтĕленмелли хатĕрпе те тивĕçтермен. Хĕрача руль управленине итлеттерейменрен карта çине кĕрсе кайнă, тăватă çынна суранлатнă.
Д. ЯРУШКИН, РФ следствии комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн аслă следователĕ
Ноябрь 2024 |