Апрелĕн 7-мĕшĕ – Турă Амăшне ырă хыпар каланă кун (Пăлхавăшни). Çак кун ĕçлемелле мар. Кайăк та йăва çавăрмасть теççĕ. Унсăр пуçне пĕр-пĕрин килне пĕрремĕш кĕме тăхтаса тăмалла: мĕнле çын килет – çемье пурнăçĕ çулталăк çапла пулать имĕш. Ырă кăмăллă, хисеплĕ çын килсен – лăпкă пурнăçа кĕт, путсĕр çын-тăк – çулталăкĕпех хирĕçÿ пулать, выльăх та ĕрчемест теççĕ.
Пăлхавăшнире çил, тĕтре пулсан тыр-пул тухăçпа савăнтарать, сивĕ-тĕк кăрăç тĕлĕшпе ăнать. Ку вăхăт тĕлне чĕкеç вĕçсе килмесен çуркунне кая юлать, сивĕ пулать. Пăлхавăшни каç шăнтсан 40 каç шăнтать теççĕ.
Ноябрь 2024 |