"Пăва çулĕ çинчи" писатель

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2019, 14:59 Просмотров: 537

Башкировсем пурăннă тĕлте пысăках мар вар тăсăлса выртнă. Унта ача чухне Алексей нумай чупнă, тĕпĕнчен çăра ỹсекен курăка таптанă. Патăрьелсем çав вырăна Таллă вар тенĕ-мĕн. Çыравçă анипе утакан каччă вара ăна асра тытса хăйне валли çĕнĕ хушамат тăвать. Урăхларах тĕпчев материалĕсене асăрхаманран çакă тĕрĕслĕхпе пĕр килетех тесе шутлатăп.

1928 çулта пирĕн ентеш Мускава тухса каять, М.В.Ломоносов ячĕллĕ тĕнчипе чап илнĕ университета вĕренме кĕрет, литературăпа искусство факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. Ку çеç те мар-ха тăванĕсемпе ял-йышшăн тĕлĕнмелли. Пĕрлех вăл СССР халăхĕсен Тĕп издательствине (чăваш секцине) ĕçе вырнаçать. "Маттур!"-тесе епле каламăн хура халăхран тухнă Патăрьел каччи çак шая çитнине илтсен!

Тĕп хулара вырнаçнă-вырнаçман, тĕрĕсрех каласан, 1929 çулта Алексей Башкиров кунта 2000 тиражпа "Хĕллехи сивĕре" кĕнеке пичетлесе кăларать. Авторĕ вара хăй те çирĕмре кăна! Сухалĕ те йĕркеллĕ шăтма пикенмен. Епле ир çитĕннĕ вĕт-ха ĕлĕкхи ăрусем! Паянхи пурнăçа сăнасан, тĕлĕнсе пуç лĕпкине чылайччен хыçмалли кăна юлать.

Çак вăхăтран пуçласа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăна мар, чăваш хутлăхĕнче те тепĕр писатель хăй тĕнчене килни çинчен хыттăн хыпарланă тесе çирĕплетме май пур.

Кĕçех çĕнĕ кĕнекесем çуралаççĕ: 1931 çулта - "Йăнăш", "Люди из Батыр-яла"... Тĕп сăнарсем - Пăла çамрăкĕсем, Юхма хресченĕсем.

Мускавра пурăннă чухнех Алексей Филиппович патшалăхри мĕн пур йăхташăмăрсем валли тухса тăракан "Чăваш хресченĕ" хаçатăн ятарлă корреспондентĕнче вăй хурать, çĕршыв тăрăх тăтăш тухса çỹрет, хăй курни-пĕлни пирки Чăваш Республикинчи "Канаш", "Коммунар" кăларăмсенче те очерксемпе статьясем çырать. Паллах ĕнтĕ, пулас кĕнекесем валли паха материалсем пухать... Уйрăммăн илсен, Канашри вакунсем юсакан, Вăрнарти фосфорит кăларакан заводсенчи, Çĕмĕрлери сĕтел-пукан комбинатĕнчи сăнавсемпе паллашусем ăна ỹлĕмрен "Эпир Канашра завод çĕклетпĕр", "Рудниксем ăмăртаççĕ, "Ылтăн ту", "Магниткăран янă çырусем" тата ытти хайлавсем çырма хистеççĕ.

Хĕрлĕ Çарта тăнă хыççăн Алексей Филиппович - татах пысăк та сумлă вырăнсенче: чукун çул ĕçченĕсен "Гудок" хаçачĕн корреспонденчĕ, СССР Писателĕсен Союзĕн аппаратĕнчи комсомол организацийĕн секретарĕ, ВЛКСМ Тĕп комитечĕн пичет инструкторĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, пирвайхи кунсенчех фронта тухса кайнă, çапăçусенче штыкпа та, перопа та тăшмана хирĕç тăнă. Малтан вилĕме куçран взвод командирĕ шайĕнче пăхнă, кайран "Комсомольская правда" хаçатăн корреспонденчĕ пулса малти линисенче хырăмпа шăва- шăва çỹресе совет салтакĕсен паттăрлăхне уçса панă.

Хăрушă хирĕç-тăру çулĕсемпе вăл Хĕвеланăç, Брянск, Сталинград, Балтика фрончĕсен йышĕнче утнă. Аманнă та.

Вуншар та вуншар статьясенче, репортажсенче, интервьюсенче çар журналисчĕн пĕр тĕллев: совет çыннисен фашизма курайманлăх туйăмне ỹстересси, тăшмана çĕнтерес шанчăка çирĕплетесси, патриот çиллине хăпартасси. Çак туртăм çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ хыççăн та Алексей Талвира çывăх. Ăна эпир "Йĕлтĕр йĕрĕ", "Киле, киле, киле", "Ăраскал", "144-мĕш сăрт" калавсенче, "Вăрçăччен, вăрçăра, вăрçă хыççăн" романра тата ытти произведенисенче асăрхатпăр. Кун пирки Александр Мефодьев (Аксар) поэт тата ăсчах "Вутра шăраннă сăнарсем" тĕпчевре питĕ лайăх каласа кăтартнăччĕ.

Паллă ĕнтĕ, Алексей Талвирăн юратнă теми -рабочи класс, строительство, индустриализаци. Ăна чăваш литературинче республикăра промышленность аталанăвне сăнлакан пĕрремĕш автор теççĕ. "Эсĕ инженер пулатăн", "Атăл тăрăх çил вĕрет" повеçсен , "Никĕс" эпопея-романа вуласан ăна яр-уççăн туйса илетĕн. Сăмах май, маларах асăннă А.Мефодьев ентеш А.Талвирăн çак пултарулăхне те тĕплĕн шĕкĕлченĕ.

Çуралнă кĕтесрен тухса кайнăранпа икĕ теçетке çул иртсен ăраскал Алексей Филипповича тăван яла илсе çитерет. Хĕрлĕ Çăлтăр орден, темиçе çар медалĕ çакнă çĕнтерỹçĕ-салтак Патăрьелĕнче, Сăкăта каякан урамра, кĕтесре, пралук хĕрринче çурт туянать, хуралтăсене сиплесе йĕркене кĕртет. Халĕ вăл - республикăри "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ. Патăрьелĕнчех, 1953 çулта Талвир район тĕп больницин тĕп врачĕпе Надежда Бабенкопа пĕрлешсе çемье çавăрать.

"Алексей Талвир çурчĕ йĕри-тавра сирень тĕмĕсем ỹсетчĕç, çуркунне вĕсем лаппăшĕпех шупка кăвак çеçкене ларатчĕç. Питĕ илемлĕччĕ кунта. Ытараймасăр час-часах çав вырăна пыраттăм. Эпир Геннадий ятлă шăллĕпе пĕр класа чупнăран мана питĕ килĕштеретчĕ паллă писатель. Вара пахчана тухса ларса чылайччен сăмахлаттăмăр", - аса илетчĕ кỹршĕ Кивĕ Катек чăвашĕ, вăрçă ветеранĕ, районăн хисеплĕ гражданинĕ Виталий Владимиров.

Йывăр чирлесе выртнă хыççăн çитмĕл пĕр çула кайса 1979 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕш кунĕнче Алексей Филиппович пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлсан, В.Владимиров район делегацийĕпе пĕрле хăйĕн тусне юлашки çула ăсатма кайнă, масар çинче вилтăприне пуç тайнă.

Патăрьелĕнче пурăннă чухне А.Талвир "Пăва çулĕ çинче" повеçĕпе çĕрĕ-çĕрĕпе ларнă. Унта автор чăваш ялĕнчи ĕç халăхĕн 1917 çулхи пăтрав умĕнхи пурнăçне калама çук анлăн çутатать. Паллă та çутă кĕнекисем нумай унăн. Çапах та Талвира чапа кăлараканни çакă-тăр. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна вырăс, украин, литва, грузи, молдаван чĕлхи таранччен куçарнă, чăвашсемпе кỹршĕллĕ халăхсем хапăлласа вулаççĕ. Мускавăн паллă критикĕсем те пысăк хак панă.

1954 çулта Алексей Филиппович Патăрьелĕнчи çуртне сутса мăшăрĕпе Шупашкара каялла куçать, тăватă çул Чăваш писателĕсен Союзне ертсе пырать. Унтан вара мĕн çĕре кĕричченех литература ĕçĕпе пурăнать.

Ĕмĕрĕпе халăхшăн ырми-канми тăрăшнă пулсан та вăл нимĕнле хисеплĕ ят та, сумлă премисем те, темле чап та илсе курман. Яланхи пекех çынна хамăр хушăра пур чухне хаклама пĕлместпĕр.

1989 çул, пуш уйăхĕ. Мăн писатель çуралнăранпа кĕç-вĕç 80 çул çитет. Вăл çĕре кĕнĕренпе тăхăр çул тулать. Эпĕ ун чухне парти райкомĕн идеологи пайне ертсе пыратăп. Ман пата çак юбилея ирттерес пирки Шупашкар çыравçисем шăнкăравласах тăраççĕ. Районти "Çăкăр" музей директорĕ В. Киданов писателĕн çавра кунне мĕнле те пулин анлăрах йĕркелессишĕн çунакансенчен пĕри. Вĕрентỹ, культурăпа искусство ĕçченĕсемпе пухăнса калаçса çакăн пек шухăш тытрăмăр: Алексей Талвирăн ятне ĕмĕрлĕхех сыхласа хăварма вăл вĕреннĕ шкула писатель ятне памалла, пурăннă çурчĕ çине асăну хăми çапмалла. Патăрьелĕнчи пĕр урам та унăн ячĕпе хисеплентĕр... Çав вăхăтра Патăрьел ял Совечĕн председателĕнче ĕçлекен Василий Павлович Краснов та çакна пĕтĕмпех ырларĕ, тивĕçлĕ хутсем хатĕрлесе кăларчĕ. Ыттисене ятран каласа тăмăп, каçарччăр. Пысăк тăкаксемпе çыхăнман пулсан та палăртнине пурнăçлама çăмăл мар. Çав иккĕмĕш вăтам шкултах кутăнланакансем те пур: "Мĕне кирлĕ вăл?" , "Халиччен унсăрах пурăннă", "Пичет, штамп улăштармалла..." Тĕрĕссипе, аран ỹкĕте кĕртрĕмĕр. Ял пуçлăхĕ мрамор плитасем те, художник та тупрĕ. Çапла пĕрлехи вăйпа, ăçта нимелле, ăçта укçалла - тухрăмăр лару-тăруран. Юбилей кунĕнче района Чăваш писателĕсен Союзĕн илемлĕ литературăна пропагандăлакан бюро директорĕ Виссарион Синичкин хăйĕн тусĕсемпе килсе çитрĕ. Вырăнти активпа пĕрле Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкула кайса "1989 çултанпа шкул чăвашсен паллă писателĕ Алексей Талвир (1909 - 1979) ячĕпе хисепленет" тесе çырнă чул хăмана сумлăн уçрăмăр. Алексей Филиппович пурăннă çурт умĕнче те митинг йĕркелерĕмĕр, хăçан пурăннине кăтартакан хайхи плитана урам енчи кĕтесне çапрăмăр. Унтан районта литературăпа искусство кунĕсем пычĕç. Кăштахран Патăрьелĕнче пĕр урам ятне те çĕнетрĕç. Халĕ çав тĕлте автобус чарăнăвĕ пур. Ватти-вĕтти те унта "Талвир урамĕ" сăмаха вуламасăр иртмест.

Кĕскен писатель пỹрчĕ пирки. Синкерлĕрех пулса тухнă унăн шăпи. Туянса юлакансем ăна кайран урăххине сутнă, лешĕ - тата теприне. Юлашкинчен çав вырăна тăват хутлă, нумай хваттерлĕ çурт лартма ирĕк панă. Алексей Талвира аса илтерсе тăракан "шăнкăрч йăви" яланлăхах пĕтес хăрушлăх сиксе тухрĕ. Çапах та ăссăрах пулмарĕç район пуçлăхĕсем, тустарса тăкма памарĕç темелле. Ăна строительсем тирпейлĕн пăсса "Çăкăр" музей картишне куçарса лартрĕç. Пыра-киле унта аваллăха упракан тепĕр "хỹшĕ" уçăласса та шанас килет.

Николай ЛАРИОНОВ, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ, таврапĕлỹçĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика