РАЙОН центрĕнчи "Арбат" лапамĕнче салтак-ветерансене чыс туса лартнă пилĕк палăкран пĕри - сывлăшран тапăнасран хỹтĕленекенсен çарĕн хастарĕсене - ПВОшниксене - халаллани. Ыттисем пекех вĕсем ăна вăхăтран-вăхăта тирпейлесе, пăхсах тăраççĕ, çулла çеçкесем лартса капăрлатаççĕ. Çитес вырсарникун, апрелĕн 14-мĕшĕнче те ветерансем çак палăк умне пуçтарăнма хатĕрленеççĕ. Анчах сăлтавĕ субботник ирттересси мар. Çулсеренех ака уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче тĕрлĕ çулта ПВО çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçланисем хăйсен уявне паллă тума чăн малтан кунта килеççĕ, юнашар çук салтаксен канлĕхĕшĕн пуç таяççĕ, чечек кăшăлĕ хураççĕ. Ун хыççăн культура, спорт программи, ăш пиллĕ калаçу уяв программине пуянлатать. Кăçал та çаплах пулĕ. Хальхинче те иртнĕ çулсенчи пекех ветерансем 10 сехетре мероприятие пуçлĕç. Кăмăл тăвакансем хаваспах салтак-ветерансене саламлама, уява хутшăнма пултараççĕ.
Ноябрь 2024 |