Ỹсейччĕр ачасем ыр кăмăллăх ытамĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2019, 11:16 Просмотров: 334

Чăваш Енре "Ачасемшĕн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонне 1995 çулта йĕркеленĕ. Унтанпа пухмача сахал мар укçа-тенкĕ кĕнĕ. Пухăннă кĕмĕле йывăр лару-тăрура пурăнакан, сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене, инвалидсене, ача-пăча учрежденийĕ- сене, сиплев организацийĕсене... пулăшма янă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем те марафона çуллен хастар хутшăнаççĕ. Юлашки 4 çулта пĕр миллион та 300 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Вĕсенчен 200 пин ытларах тенкине 15 çемьене пулăшу панă, 170 пин ытларах тенкине йывăр лару-тăруллă çемьесенчи ачасем валли шкул тата спорт тумтирĕсем туянма янă, çавăн пекех Ишлĕри ача садне, Хирти Пикшикри вăтам шкула, Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулне вылямалли оборудованисем, музыка инструменчĕсем илме уйăрса панă тата ытти те. Ыр кăмăллăх кỹрес текенсем йышлă. Çакна Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче сумлă лару-тăрура "Ачасемшĕн, ачалăх ячĕпе" марафона уçма хапăл туса пуçтарăнни те тепĕр хут çирĕплетрĕ. Ыр кăмăллăх мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, районти Обществăлла канаш членĕ, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Туçари çветтуй Троица чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Чăваш Республикин Общество палатин членĕ, Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организаци ертỹçисем, район халăхĕ хутшăнчĕ.

- Пухăннă кашни тенкĕ сăваплă ĕç тума каять. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çитĕнекен ăру хĕпĕртетех çакăншăн. Ырă кăмăллăха мала хуракансен пĕрлехи вăйĕпе эпир малашне те тата нумай ырă ĕç тăвăпăр-ха,- терĕ Рудольф Селиванов.

Уява Кĕçĕн Патăрьелĕнчи нумай ачаллă Иринăпа Эдуард Сафьяновсен, Турханти Валентинăпа Юрий Осиповсен, Шăнкăртамри Динарăпа Ремис Яфизовсен çемйисем хутшăнчĕç. Вĕсене Рудольф Селиванов нумай ачаллă çемьене ĕнентерекен удостоверенисем пачĕ.

Маларахри çулсенче пуçтарăннă укçа-тенкĕ Чăваш Республикин чемпионĕсене, çар ретне тăма хатĕрленекен çамрăксен республика ăмăртăвĕсен призерĕсене, "Ылтăн шайба" хоккей ăмăртăвĕсен çĕнтерỹçисене - пĕрлештернĕ "Олимп" команда членĕсене, "Атăлçи Зарници" çарпа спорт вăййисен çĕнтерỹçисене - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕренекенĕсене тум илсе пама та тивĕçтернĕ. Çакăншăн вĕсем тав сăмахĕ каларĕç.

Марафон пухмачне çулленех РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн, пĕрремĕш вăтам шкул, "Исток" çĕр ĕç фирмин, Турханти психоневрологи интерначĕн, тĕп библиотека, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин тата ытти коллективсем сахал мар укçа-тенкĕ хываççĕ. Вĕсене Рудольф Селиванов тав çырăвĕсем пачĕ.

Чăваш Республикинчи ача прависен уполномоченнăйĕн районти обществăлла пулăшуçи А. Воробьева ытти çулсенче пухăннă укçа-тенке мĕнле расхутланипе паллаштарчĕ.

Ташă коллективĕсем, вĕрентỹ учрежденийĕсенчи çитĕнекен ăру, районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Çак кун пухмача 118 пин тенкĕ укçа кĕчĕ. Районта "Ачасемшĕн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонĕ старт илчĕ. Эппин, никам та айккинче юлар мар!

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика