Унра - тĕрлĕ енлĕ пултарулăх

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2019, 11:33 Просмотров: 366

"Пурнăçа интереслĕ тăвасси хамăртан килет",- тет Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 9 г класĕнче вĕренекен М. Галкин.

Сăпайлă та кăмăллă вĕренекене ялĕнче çеç мар, районта, республикăра, ун тулашĕнче те пĕлеççĕ. Нумаях пулмасть вăл ачасен Мускавра иртнĕ вырăс вокал музыка "Надежда Романсиады" конкурсĕнчен таврăнчĕ. Унта диплома тивĕçрĕ. Каллех тепĕр савăнăç: Мефодий ачасемпе çамрăксен "Таланты-поклонники" Пĕтĕм Раççейри фестивалĕн федерацин Атăлçи окручĕн этапĕнчен çĕнтерỹпе килчĕ.

Пилĕк çултах юрлама пуçланă Мефодий. Кивĕ Катек клубĕн сцени çине тухнă. Унтан шанăç паракан районти конкурссене хутшăннă. Вуннăра чухне районти "Акатуй-Сабантуй" уяв программине ертсе пынă.

Тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун юрланă юрра паян та манмасть.

Çитĕнекен ăрăва музыка шкулне вĕренме ярас ыйту çемьере ахальтен çуралман. Ашшĕпе амăшĕ Мефодий юрă-кĕвĕ тĕнчине чунпа кĕрсе пынине туйнă. Çакна каярахпа районти ача-пăча ăсталăх шкулĕн вĕрентекенĕсем те çирĕплетнĕ. Унта вĕренме çỹренĕ май, каччă районти тата республикăри фестивальсемпе конкурссене хастар хутшăнма тытăннă. Вăл - республикăри "Жемчужина Чувашии" ăсталăх конкурсĕн 1 степеньлĕ дипломанчĕ, "Звонкие голоса" фестиваль-конкурсăн 1 степеньлĕ лауреачĕ, "Сурские узоры", "Вдохновение" конкурссен лауреачĕ.

Çак кунсенче Киров хулинче Раççейри çамрăк пушарниксен дружинисенчен чи лайăххине палăртакан тупăшу иртрĕ. Унта вокал, театр, хореографи искусствинчи хăйсен ăсталăхне кăтартма 20 ытла регион представителĕ хутшăнчĕ. Çав шута Чăваш Ен ачисем те кĕчĕç. Мефодий "Песня пожарных и спасателей" юрăпа (ертỹçи А. Носкова) çĕнтерỹçĕ пулчĕ.

Тĕрлĕ енлĕ пултарулăх каччăн. Вăл районта çулленех иртекен "Янăравлă сăмах" конкурсăн çĕнтерỹçи. 2016-2017 вĕренỹ çулĕнче шкулти "Çулталăк вĕренекенĕ" конкурсра "Творческая личность года" номинацире палăрнăччĕ. 2018 çулта вара М. Галкин район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕччĕ. Вăл хутшăнмасăр шкулти, районти пĕр мероприяти те иртмест тесен тĕрĕсех пулĕ. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ, çамрăк ăрăвăн пур çĕре те ĕлкĕрмелле, кун-çул иртнине сисме те çук тесе. Мефодий çапла тăвать те: юрлать, вĕренет, юлташĕсемпе хутшăнать, спорта явăçать...

Вăл нихăçан та пуçа усмасть, шанăçпа малалла утать. Юрăпа кăмăлне уçать. 9 класс хыççăн музыка училищине вĕренме кайма ĕмĕтленет. Йывăрлăхран хăраманскер умма лартнă тĕллевне пурнăçласса çирĕп шанать.

Л. ГАВРИЛОВА, класс ертỹçи

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика