Мăнукăн çитĕнĕвĕсемпе савăнатăп

Категория: Публикации Опубликовано: 16.04.2019, 15:26 Просмотров: 272

Вăхăт малаллах шăвать. Ачасене ỹстеретпĕр те мăнуксен çитĕнĕвĕсемпе савăнма тытăнатпăр. Пурнăç çавăн пек пулмалла та ĕнтĕ.

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Д. Краснов 2015 çулта çамрăк армеецсен лагерĕнче пулчĕ. Унта хăйне пултаруллă тытнăшăн, тăрăшса вĕреннĕшĕн Президент елкине кайма тивĕçрĕ.

2017 çулта республика чысне Оренбургра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çарпа спорт вăййинче хỹтĕлерĕç: çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕç. Çакăнта ачасен тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ю. Васюткин преподавателĕн тỹпи пысăк пулчĕ.

Творчествăри ăнтăлушăн тата спортри çитĕнỹсемшĕн Денис республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тивĕçрĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 9 класĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл Канашри педагогика колледжĕн физкультура уйрăмне вĕренме кайрĕ. Кунта та хăйне лайăх енĕпе çеç кăтартать.

Ача мĕнле çитĕнесси ашшĕ- амăшĕ, вĕрентекенсем, аслисем тĕрĕс воспитани панинчен, хăйĕн тăрăшулăхĕнчен нумай килет. Ĕçе хăнăхтарни паха. Ку енĕпе эпир те пулăшатпăр. Вăтам класра вĕреннĕ чухне мăнукăма ĕç урокĕ валли шахмат фигури тума сĕннĕ. Ферзя ăсталама ыйтрăм. Кирлĕ ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтертĕм. Вĕсемпе кашнийĕшĕнпе мĕнле усă курмаллине кăтартса патăм. Хăмана виçсе илчĕ, кăранташпа çырса касрĕ, шахмат фигурине ăсталаса кăларчĕ. Шăтăклă хура шăрçана пĕчĕк пăтапа майлаштарса çапрĕ. Тăватă сехет тăрăшрĕ. Ĕç кăмăла каймалла тухрĕ. Лавккаринчен пĕрре те кая мар. Сăрламан çеç.

А. ЛЕОНТЬЕВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика