Вулав конференцийĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2019, 10:02 Просмотров: 275

Республикăра "Чăваш Ен литератури: чи юратса вулакан кĕнеке-2017" фестиваль-конкурс пынă май Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăри ача-пăча уйрăмĕнче Николай Ишентейĕн ырă хайлавĕсем тăрăх Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 5 класра вĕренекенĕсемпе вулав конференцийĕ иртрĕ.

Ачасем чăваш чĕлхинчен ан писчĕр тесе учителĕн чылай тăрăшма тивет. Вĕренекенсене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе калаçтармасан, хамăр искусствăпа культурăна, чăвашлăх туйăмне аталантарма май çук. Паллах, сăмахпа кăна каласа тĕллеве пурнăçлаймăн. Ку ĕçе эпир урокран урока, класс тулашĕнчи мероприятисенче туса пыратпăр.

Асăннă вулав конференцийĕ те ăс пухакансемшĕн питĕ усăллă иртрĕ. Ĕç пуçламăшĕнче ачасем паллă авторăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, ун çинчен ỹкернĕ презентаципе паллашрĕç.

Вĕренекенсене Николай Ишентей çинчен пĕлме интереслĕ пулчĕ. Вăл поэт та, прозаик та. 40 кĕнеке авторĕ. Унăн "Çуралман ача сасси" поэмине аслă классенче ăс пухакансем чăваш литератури урокĕнче вулаççĕ, тишкереççĕ. Вăл çырнă калавсем, сăвăсем ача чунне питĕ çывăх ăнланмалла.

Вулав конференцийĕнче вĕренекенсем Николай Ишентей çырнă хайлавсене тишкерчĕç, содержанине каласа пачĕç, пĕтĕмлетỹсем турĕç.

Шкул сакки çинче ларакан ача умĕнче питĕ нумай ыйту. Пурнăçра йăнăш утăм тăвасран яланах асăрханмалла, тĕрĕс пурăнма тăрăшмалла. Кĕвĕçỹ, хыткукарлăх, ултав, усаллăх, суялăх - вĕсем пурте этемшĕн çĕр çинче чи начаррисем. Çаксене вĕренекенсем паллă çыравçăн хайлавĕсемпе паллашнă хыççăн питĕ лайăх ăнланчĕç. Уйрăмах конференци ĕçне Валерия Саламатова, Эльвина Хамидуллова, Ульяна Солдатова, Софья Герасимова, Сергей Рубцов тăрăшса хутшăнчĕç.

Пирĕн шутпа, çакăн евĕрлĕ класс тулашĕнчи ĕçсем вĕренекенсен чунĕсенче илемлĕх, ыр кăмăллăх, тĕрĕслĕх, туслăх туйăмĕсене вăратаççĕ, вĕсене пирĕн, вĕрентекенсен, час-часах ирттересчĕ.

В. ФЕДОРОВА, Л. СОРОКИНА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика