Чăвашлăх вучахне сỹнме памаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2019, 10:04 Просмотров: 222

Ака уйăхĕн 25-мĕшне чăваш çынни Аслă Вĕрентекенĕмĕр И. Я. Яковлев ячĕпе çыхăнтарать. Вăл çуралнă куна Чăваш чĕлхи кунĕ тесе паллă тăватпăр. Яковлев пурнăç тăршшĕпех тăван халăха тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çити çĕклес тесе тăрăшнă. Хăйпе пĕр шухăшлă çынсем пулăшнипе чăваш алфавитне йĕркеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварĕ тата вĕренỹ кĕнекисем пичетлесе кăларнă. Çапла майпа çырулăха, литературăна ирĕклĕн аталантармашкăн çул уçăлнă. "Çỹле çĕкленекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшăр!" - тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр хăйĕн Халалĕнче. Мĕнле пурнăçланать-ши Яковлев вĕрентĕвĕ? Ăша хыватпăр-и хамăрăн кулленхи ĕçре, пурнăçра Халал сăмахĕсене?

Интернет тата ытти информаци хатĕрĕсем вăйлă аталанса пыракан тапхăрта пурăнатпăр. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пурнăçран юлмасăр çĕнĕлĕхсене алла илсе пыраççĕ. Çулсеренех пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашас тĕллевпе пултарулăх конкурсĕсем, тăван чĕлхепе ăсталăх урокĕсем ирттеретпĕр, чăваш тата ытти чĕлхесене шайлаштарса вĕрентнине, халăхсен культура хутшăнăвне шута илнине, сăвва илемлĕ вуланине, юрра-ташша ăста пулнине кăтартатпăр. 

Пирĕн ĕçе ытларах чухне олимпиада, экзамен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх хаклаççĕ. 9 класран вĕренсе тухакансем чăваш чĕлхипе экзамена та çулсеренех ăнăçлă тытаççĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче çичĕ вĕренекен чăваш чĕлхипе, литературипе республикăра иртнĕ олимпиадăра призерсен шутне кĕме пултарчĕ. В. Яковлева, И. Пестрова, Е. Анюрова, С. Никитина, И. Матюшкина, С. Солдатова, Н. Пу- тякова, Н. Павлова вĕрентекенсен пултаруллă ачисем регионсен шайĕнче палăрчĕç. Сăкăтри вăтам шкулта 11 класра вĕренекен В. Анюрова - çĕнтерỹçĕ, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта ăс пухакан С. Мешков, С. Матюшкина, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 класри Ю. Мальцева призерсен шутне лекме пултарчĕç. Çакăн пек çитĕнỹ, паллах, тăрăшмасăр пулмасть. Çак ĕç пĕтĕмпех вĕрентекен тỹпийĕн курăмлăх палăрăмĕ.

Пирĕн район çыравçăсемпе пуян пулнăран çулсеренех Г. Айхи, Р. Сарпи, М. Карягина вулавĕсем тата ыттисен ячĕпе сăвă вулассипе конкурссем иртеççĕ. Кăçал та çỹллĕ шайра пулчĕç. Ачасем çыравçăсемпе курнăçаççĕ, паллашаççĕ.

Шупашкарта çулсеренех вĕрентекенсем хушшинче иртекен "Мăн тытăçу" вăйă-конкурсра та пирĕн район команди мала тухма пултарчĕ. М. Мадюкова, Е. Анюрова, О. Каллина вĕрентекенсем хăйсен çивĕч ăс-тăнĕпе палăрса çĕнтерчĕç.

Театр çулталăкне халалласа юптарусен фестивалĕ иртрĕ. Чылай ача хутшăнчĕ. Кивĕ Ахпỹрт шкулĕнче 6 класра вĕренекен Аэлита Логунова вара "Мăрăлти кушак" юптарăва ăста выляса чи пултарулли пулчĕ (хатĕрлекенĕ - М. Табакова). "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" конкурсра Ишлĕри ача садĕн-чи Мария Едифанова юмах каласа пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарни те районшăн пысăк чыс.

Çын илемлĕ калаçма, тĕрĕс çырма ача чух çăмăлтарах тата хăвăртрах хăнăхать. Çавăнпа та пулас ăрăвăн калаçăвĕ-пуплевĕ, ăс-хакăлĕпе тавра курăмĕ паян шкулта мĕнле вĕрентнинчен тата чăваш чĕлхипе литература учителĕн пĕлĕвĕпе пултарулăхĕнчен нумай килет. Тăван чĕлхене вĕрентекенсен ăсталăхĕ вара пĕр шухăшлă та килĕшỹре туптанать. Тăнăç лару-тăру тума пĕлекен, тăванла ырă сунакан, кашнин сĕнĕвне-шухăшне тулли кăмăлпа йышăнакан çеç çитĕнỹ тума пултарать.

Шкулпа сыв пуллашнă педагогика ветеранĕсемпе те тачă çыхăну тытатпăр. Вĕсен сумлă ĕçĕсене ырă тĕслĕх вырăнне хурса аса илсех тăратпăр. В. Алексеева, М. Табакова, В. Козлова, А. Бахматова, А. Пестрова ырă канашĕсем вĕренỹ ĕçĕнче питĕ пулăшаççĕ.

Чĕлхе вăл калама çук пысăк мул. Ун урлă эпир культурăна куратпăр, йăла-йĕркене пĕлетпĕр, историе тĕпчетпĕр, хамăр хитрине, маттуррине, çав тери пултаруллă пулнине кăтартатпăр. Апла пулсан сипетлĕ чĕлхемĕрпе шăварăнсах тăрасчĕ, вăйлансах пырасчĕ.

С. КУЛАКОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика