Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тăван çĕршыва хỹтĕлеме каякан пулас салтаксемшĕн çуркуннехи призыв пуçланчĕ. Ырă йăла-йĕркепе районти çар комиссаричĕ умĕнче Конституци тивĕçне пурнăçлама хатĕр çамрăксене çуркунне тата кĕркунне службăна ăнăçлă ирттерсе таврăнма ырă сунатпăр. Ытти чухнехи пекех салтак тумне тăхăнма хатĕрленекен çамрăка хисеплесе тăван-пĕтенĕ, тус-юлташĕ, çывăх çыннисем, ял тăрăхĕ те ваттисен йăлипе ăсату каçĕ ирттереççĕ, çĕршыв умĕнче сумлă чыса туллин пурнăçлама çул сунаççĕ.
2019 çулхи çурхи призыв маларахрисенчен пысăк çĕнĕлĕхпе улшăнса тăмасть. Çамрăксемшĕн чи явапли çар комиссариатĕнче йĕркелекен медицина комиссине тухасси. Кайран вара призыв комиссийĕн ларăвĕнче вĕсен шăпине татаса параççĕ, вĕренекенсен срокне тăсаççĕ. Аслă вĕренỹ учрежденийĕнче пĕлỹ пухакан выпускниксем диплом ĕçне хỹтĕленĕ хыççăн июнĕн 30-мĕшĕччен килте пулма пултараççĕ. Çар тивĕçне пурнăçлама ят тухсан вара çамрăка повестка параççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: çуркуннехи призыв тапхăрĕ июлĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Тă-ван çĕршывăн хỹтĕлевçисен пĕрремĕш ушкăнне Çĕнтерỹ уявĕ хыççăн, çу уйăхĕнче ăсатаççĕ.
Маларахри призыв тапхăрĕнчи пекех вĕсене пурне те гигиенăна пăхăнмалли чи кирлĕ хатĕрсемпе, пĕрешкел сумкăсемпе тивĕçтереççĕ. Çавăнпа та призывникăн çул çине мĕн илсе каймалли пирки шутламалла мар.
Юлашки çулсенче аслă шкултан вĕренсе тухакансем тата вăтам профессиллĕ специалистсем хăйсен ирĕкĕпе контракт службине суйласа илнĕ тĕслĕхсем йышлансах пыраççĕ. Вĕсемпе пирĕн çар комиссариатĕнче ятарлă специалист ĕçлет. Енчен те сире çак е ытти ыйту кăсăклантарсан пирĕн пата 6-12-51 е 6-12-52 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр. Пирĕн специалистсем яланах сирĕн ыйтăва татса пама хатĕр.
Е. СЕМЕНОВ, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ
Ноябрь 2024 |