Фестивальте çĕнтерчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2019, 10:10 Просмотров: 329

Тутар Республикинчи Пăвари патшалăх драма театрĕнче сцена ăстисен чи лайăх коллективĕсене чысларĕç. Конкурса ачасен наци театрĕн искусствине аталантарас, çамрăк артистсене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕччĕ. Фестивале Чăваш, Тутарстан Республикисенчен, Чулхула, Пенза облаçĕсенчен, ытти Атăлçи регионĕсенчен 42 коллектив хутшăннăччĕ.

Уяв мероприятийĕнче Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти театр ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. 10 класра вĕренекенсем (драма кружокĕн ертỹçи Ч. Вахитова) К. Тинчуринăн "Казанское полотенце" спектакльне выляса пĕрремĕш вырăн йышăннă, диплома, кубока тата хаклă парнене тивĕçнĕ.

Çакăнта педагогсем М. Валеевăн тỹпине те кураççĕ. Вăл ачасене хут купăспа выляма вĕрентет.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика