"Георги хăйăвĕ" акци старт илчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.04.2019, 08:56 Просмотров: 218

АКА уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра "Георги хăйăвĕ" акци старт илчĕ. Вăл майăн 9-мĕшĕччен, Çĕнтерỹ кунĕччен, пырать. Çак акци- Тăван çĕршывăн чи пысăк наградисенчен пĕрне- Мухтав орденне хисеп туни. Георги хăйăвĕн историйĕ пуян та чаплă. Унпа Раççей çарĕнче çветтуй Георги орденĕ, Георги хĕресĕ тата Георги медалĕ çумне хурса паттăрлăх кăтартнă çынсене наградăланă. Хăю тĕсĕсем - хурапа сарă тĕссем - салтак çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнине, вилĕм ункинчен те чĕррĕн тухнине кăтартаççĕ. Чиркỹ историйĕнчен вара çакă паллă: çветтуй Георги виçĕ хутчен вилĕм витĕр тухнă, икĕ хутчен çĕнĕрен чĕрĕлнĕ.

Хаклă вулаканăм! Енчен те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи сирĕн çемйĕртен пăрăнса иртмен, эсĕ Çĕнтерỹ хакне пĕлетĕн, Тăван çĕршывăмпа мухтанатăн пулсан, акцие хутшăнса кăкăру çине çак хăйăва çак. Георги хă-йăвĕ - пирĕн мăнаçлăх, Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă çынсене чыс-хисеп туни.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика