Мăнкун – авалхи уяв. Çак кун православи тĕнне ĕненекенсем чун-чĕререн савăнаççĕ, мĕншĕн тесен Христос чĕрĕлсе тăнипе çылăхсене тата вилĕме çĕнтернĕ, çавна май этемлĕх умĕнче ĕмĕрлĕх пурнăçăн хапхи уçăлнă.
Çак уявра чиркÿсенче мĕн пур светильниксене çутаççĕ, ĕненекенсем Мăнкун кĕлли пынă хушăра хăйсем чун-чĕререн хавхаланнине палăртса алла çурта тытса тăраççĕ. Мăнкун – çурхи уяв, кĕçех çу кунĕсем пуçланасса, йывăç-курăк, çарансем чĕрĕлессе, хирте тыр пул çитĕнессе, кайăк-кĕшĕк савăнса юрласса, ăшă та ырă тÿпе айĕнче ача-пăча савăнса вылясса пĕлтерет. Христос чĕрĕлсе тăнин уявĕ эрнипех пырать. Çак эрнере кашни кунах пĕр-пĕрне сывлăх суннă май «Христос чĕрĕлнĕ!» темелле, çавна май хирĕç «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе хуравламалла. Çавăн пекех пĕр-пĕрне хĕретнĕ çăмарта памалла.
Мăнкун умĕн ĕмĕтленес йăла пур тата çак ĕмĕтсене ир енне каламалла пулнă. Мĕншĕн тесен çынсем çак кун çÿлти вăйсем мĕн ыйтнине пурне те пурнăçласса ĕненнĕ.
Мăнкунран пуçласа çамрăксем урамра, вăрман уçланкисенче вăйăсем йĕркелеме тытăннă, чуччусем çинче ярăнма пуçланă.
Мăнкунпа çакăн пек
паллăсем те çыхăннă
Енчен те Мăнкунăн пĕрремĕш кунĕсенче сивĕ е аслати авăтать пулсан, йĕтĕн ăнса пулать.
Енчен те Мăнкун ирĕнче йытă хĕвелтухăçнелле пăхса вĕрет пулсан – пушара, хĕвеланăçнелле – инкек-синкеке.
Мăнкунра çумăр пулсан – ыраш ăнса пуласса.
Уяв сĕтелĕ çинче пурин те хĕретнĕ çăмарта. Тĕрлĕрен илемлетес йăла вара каярахпа пуçланса кайнă, вăл сарăлманпа пĕрех. Çăмарта хĕретмелли тĕп тĕс – шăпах хĕрлĕ тĕс.
Куличе çветить тăвасси – Мăнкун йăли-йĕрки. Çак йăлана пурнăçланă хыççăн ăна çиме юранă.
Аслă типĕ вĕçленнĕ май тутлă апат-çимĕç çиме те юранă. Мăнкун валли хатĕрленĕ пысăк та илемлĕ сĕтел çине тĕрлĕрен апат-çимĕç лартса тултарнă. Мĕн пур тăван пĕрле пуçтарăннă. Пурте пĕр-пĕрне çăмарта парнеленĕ: йывăçран ăсталанисем, шоколадран тунисем, пĕчĕккисем, кĕмĕл-ылтăнран, эмаллесе ункăсемпе тунисем. Вĕсене хĕрсем вăчăра çине тăхăнтартнă та мăйран çакса çÿренĕ. Сĕтел çинче кулич, çăмарта, ашран хатĕрленĕ апат-çимĕç туп-тулли пулнă. Киле пыракана пурне те хăналанă. Мăнкунра çын килнĕшĕн савăннă, вăл кам пулнине пăхса тăмасăр никама та хăналамасăр кăларса яман.
А. Иванов
Ноябрь 2024 |