Республика чысне хỹтĕлесе

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2019, 15:23 Просмотров: 388

Ульяновск облаçĕнчи Димитровоград хулинче Атăлçи хулисен "Корэш" кĕрешĕвĕн турнирĕ иртрĕ. Унта 10 регионтан 150 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Чăваш Республикин чысне пирĕн район çамрăкĕсем те хỹтĕлерĕç. Шăнкăртамри Р. Садаров 80 килограмм таранчченхисемпе тупăшса иккĕмĕш, унран 10 килограмм каярах виçерисемпе кĕрешсе И. Кеметов виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Иккĕшне те ăмăртусене хутшăнма "Паттăр" ФСК тренер-преподавателĕ Э. Мтеев хатĕрленĕ.

А. ИВАНОВА.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика