Шупашкар хăнасене хапăл

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2019, 15:49 Просмотров: 327

2019 çулта Раççейпе Китай хушшинче дипломати хутшăнăвĕсене йĕркеленĕренпе 70 çул çитет. Мускав та, Пекин та экономикăпа политика çыхăнăвĕсене аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртаççĕ. Юлашки çулсенче вара икĕ çĕршывăн регионĕсем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетессипе те сахал мар тимлеççĕ.

Майăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янзцы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвĕ иртĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулине 20 регионтан (14-шĕ Раççей тата 6-шĕ Китай çĕршывĕсенчи) ертỹçĕсем килмелле.

"Атăл-Янзцы" форматпа ĕçлĕ çыхăнăва 2013 çулта, РФ Президенчĕ Владимир Путин тата КНР председателĕ Си Цзяньпин сĕннипе йĕркеленнĕ. Унта Чăваш Ен те хастар хутшăнать. Тепĕр çул Шанхайра килĕштерсе ĕçлес пирки Меморандум çырнă.

2014 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче Самарăра, федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янзцы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсен ертỹçисен çавра сĕтелĕнче, Чăваш Ен экономика министерствипе Китайри компанисем пирĕн республикăра инвести проекчĕсем пурнăçа кĕртессипе виçĕ енлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.

2016 çулта "Атăл-Янзцы" формат шайĕнче регионсем хушшинчи çыхăнăва аталантарас тĕлĕшпе канаш йĕркеленĕ. Унăн йышне федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янзцы юхан шыв хутлĕхĕнчи регионĕсенче аслă должноçра ĕçлекенсем тата Раççейпе Китай çĕршывĕсен патшалăх власть органĕсен представителĕсем кĕнĕ.

Канашăн пĕрремĕш ларăвĕ 2016 çулхи июльте Ульяновскинче, иккĕмĕшĕ 2017 çулхи июньте Хэфэй хулинче иртнĕ. Китай Халăх Республикинче йĕркеленĕ ларура федерацин Атăлçи округĕнчи тата Турипе Вăта Янзцы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсенчи аслă вĕрентỹ заведенийĕсен Ассоциацине йĕркелеме йышăннă.

2014 çултанпа "Атăл-Янзцы" форматпа Раççей тата Китай çĕршывĕсенчи регионсен ертỹçисем суту-илỹпе экономикăна, наукăпа техникăна аталантарас тĕлĕшпе 38 килĕшỹ çырнă. Чăваш Ен, Пушкăрт, Мордва Республики тата Самар облаçĕ (4-шар килĕшỹ).

Çамрăксен форумĕсене пилĕк хутчен ирттернĕ. Унта икĕ çĕршывран пин çурă ытла яш-кĕрĕм хутшăннă. Çавăн пекех вĕрентỹ, культура, туризм, физкультурăпа спорт мероприятийĕсем те чылай иртнĕ. Экономикăна илсен ял хуçалăхне, апат-çимĕç продукчĕсем хатĕрлессине, строительство машинисемпе оборудованисем, металлурги производствипе информаци технологийĕсене аталантарассипе пĕрлехи 70 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă. Пирĕн республикăра Китайри "Сычуань Рейлвей Инвестмент" патшалăх корпорацийĕ пулăшнипе "Сычуань-Чăваш Ен" агропромышленность комплексĕ çĕкленĕ: 7000 ĕне вырнаçмалăх комплекс тата çулталăкне 200 пин тонна сĕт тирпейлекен предприяти тăвĕç. Инвестицин пĕтĕмĕшле хакĕ - 10 млд. тенкĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика