74 çул каяллахи майăн 9-мĕшĕнче совет халăхĕшĕн чăнласах та калама çук пысăк уяв çуралнă: Аслă Çĕнтерỹ кунĕ! 1418 талăка тăсăлнă хăрушă вăрçă кĕрлеме чарăннă хыççăн кашни çулах пирĕн çĕршывра ăна чаплăн та хисеплĕн паллă тăваççĕ. Сумлăран та сумлă уявăмăра Патăрьелĕнче те чыслăн, çỹллĕ шайра йĕркелес тĕллевпе ятарлă комиссин, çак ыйтупа тимлекен специалистсен, культура ĕçченĕсен сахал мар репетици тума, хăнăхма тивнĕ, паллах. Çакна эпир майăн 9-мĕшĕнче район центрĕнчи митинг-парадăн пуян содержаниллĕ программинчен те куртăмăр. Вăрçă ахрăмĕ кашни çын чĕрине паянхи кун та хĕм саптăр тесе чăнласах та нумай тăрăшнă çак уявшăн яваплă çынсем. Çакăншăн тав сăмахне каламасăр хăварни те çылăх пулĕ. Çанталăкĕ питĕ шăрăх пулнине пăхмасăрах Патăрьелсем митинга йышлăн, кар тухни те унăн сĕмне, пĕлтерĕшне ỹстерчĕ. Ĕç коллективĕсем çеç мар, тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем, уйрăм çемьесем, аякран килнĕ хăнасем те уяв колоннине пуянлатрĕç.
Лайăххипе юнашарах кăмăла пăсакан пулăма та асăнса хăварас килет. Йăлана кĕнĕ йĕркепе темелле-ши çак уява ял тăрăхĕсенче пĕрер кун маларах тăваççĕ. Темиçе çул каялла, вăрçă ветеранĕсем йышлă чухне, (паянхи куна районта 21 вăрçă ветеранĕ çеç пурăнать) вĕсене Патăрьелĕнчи парада илсе тухас тĕллевпе çапла йĕркеленĕ. Кăçал та çаплах ирттернĕ. Анчах ял поселенийĕсен сайчĕсене уçса пăхатăн та шалт тĕлĕнетĕн. Калăн, майăн 9-мĕшĕ - шкул ачисен пĕр-пĕр мероприятийĕ! "Вилĕмсĕр полкра" та, палăксем умĕнче йĕркеленĕ митингра та ытларах çамрăк "салтаксемпе" шкул çулне çитмен ачасене тата учительсемпе воспитательсене, шутлă ĕç ветеранĕсене çеç курма пулать. Хăш-пĕр поселенисенче ял çыннисемпе вăйпиттисем, çемьесем, коллективсемпе тĕрлĕрен çар службинче пулнă салтаксем колоннăсенче пачах çук. Вăрçă кашни çемьене кĕрсе пысăк суран хăварнă тетпĕр пулсан, нивушлĕ çак уява хутшăнма ялсенче пĕрер сехет вăхăт тупма та пулмасть-ши? Вăхăтĕнче пирĕн асаттесемпе кукаçисем çĕршыва вутлă вăрçă ункинчен хăтарас, пире мирлĕ пурнăç парнелес тесе хăйсене шеллемесĕр нимĕç фашисчĕсене хирĕç юлашки юн тумламĕ çĕре ỹкиччен кĕрешнĕ... Эпир вара çакна хакласа та çитерейместпăр. Е çакă вырăнсенче ял пуçлăхĕсем, депутатсемпе старостăсем, ытти хастарсем çак уява йĕркелеме пĕлменни-ши? Трибуна умĕнче тăракансем, тухса калаçакансем сумлă та хисеплĕ çынсем, ĕç ветеранĕсем, саппасри офицерсем.... Вĕсене итлекенсем - шкул çулне çитмен е аслăрах çулти ачасем. Паллах, çитĕнекен ăрăвăн та патриотсем пулса çитĕнмелле, вăрçă историне, ветерансене пĕлмелле. Çапах та ура утакан кашни çыннăн ялта йĕркелекен митинга хутшăнмаллах тесе шутлатăп. Кунтан пысăк уяв пирĕншĕн çук! Çакă вăрçăра пуç хунисен умĕнчи пирвайхи тивĕç тесе çамка çине картсах хумалла. Çитес çул Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине паллă тăвăпăр. Шанас килет, ун чухне пур ялта та уява Патăрьелĕнчинчен кая ирттермĕç.
Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла. Чăнах та район центрĕнче те, ялсенче те Çĕнтерỹ кунне кĕтсе палăксемпе ун таврашне чылай çĕнетрĕç, тирпейлерĕç, сăрларĕç, çеçкесемпе капăрлатрĕç. Çак илем пĕр кунлăха çеç ан пултăр тесен сăваплă вырăна та çулталăкĕпех тирпейлесе тăмаллах.
А. ЕГОРОВА, "Авангард" хаçатăн обществăпа политика пурнăçне çутатакан пай редакторĕ
Ноябрь 2024 |