Вăхăтра пухнă çỹп-çап кăлармасть шăв-шав

Категория: Публикации Опубликовано: 17.05.2019, 15:57 Просмотров: 245

Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче "МВК Экоцентр" пĕрлешỹ çỹп-çапшăн тỹлеме квитанцисем килсе панăранпа çур çул иртрĕ пулсан та халăх пĕрех ăна тивĕçлипе йышăнаймасть. Калаçмалли, сỹтсе явмалли сăлтавĕсем вара тупăнсах тăраççĕ. Малтанхи вăхăтра "Полигон" пĕрлешĕвĕн ятарлă транспорчĕ çỹп-çапа час-часах пухма килменни пăшăрхантарчĕ. Кун пирки хаçат редакцине те шăнкăравласа пĕлтерекенсем пулчĕç. Е тата пырсан та ялта ниçта та чарăнмасăр вĕçтерсе çеç тухса кайни, пур урама та кĕменни пирки калаççĕ. Районта ăпăр-тапăршăн татăлмалли квитанцире кăтартнă хакпа уйăхсерен пурте тỹлеменни çакăнпа та çыхăннă ĕнтĕ. Сăмах май, ку енĕпе пирĕн кăтарту республикăра та пĕчĕккисенчен пĕри.

- Туçа ял тăрăхĕ 7 яла пĕрлештерсе тăрать, кашнийĕнчех çỹп-çапа хумалли ятарлă вырăнсене палăртнă. Шел пулин те, ăпăр-тапăра пуçтарса çỹрекен техника кашнийĕн патне çитмен тĕслĕх темиçе хутчен те пулчĕ. Çакăн хыççăн хам вĕсемпе пĕрле çỹретĕп. Тĕрлĕ япалапа тултарнă михĕсене тиеме çынсем те уйăрса паратпăр. Апрельте эпир - 10, май уйăхĕнче 6 КамАЗпа тата пĕр ГАЗ-53 маркăллă автомашинăпа хытă каяша илсе тухнă. Халăх укçа тỹлеме хатĕр, апла пулсан шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа тума тăрăшмалла, - тет Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ К. Углев.

Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче пурăнакансем те "Полигон" пĕрлешĕвĕн ĕç-хĕлĕпе пит кăмăллах мар. Красномайскинче апрелĕн 19-мĕшĕнче, Кзыл Чишмара 26-мĕшĕнче çỹп-çапа турттарса тухнă хыççăн Çĕнтерỹ кунĕ умĕн тин, майăн 8-мĕшĕнче, техника тепĕр хут çитнĕ.

Ишлĕ ял тăрăхĕнче те михĕсем виçĕ эрне купаланса выртнă. Çак кунсенче машина килсе кайнă, анчах чылай вăхăт пулманнипе пурне те тиесе пĕтереймен.

Аслă Чеменсем те "Полигон" пĕрлешĕвĕн техникине апрельте - икĕ, май уйăхĕнче пĕр хутчен çеç ял тăрăх территоринче курнине каларĕç.

Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхне кĕрекен Татмăшпа Кивĕ Катеке те палăртнă кунсенче кашнинчех пыманнине пĕлтерчĕç.

- Апрельте çỹп-çапа пухакан машинăсем килсех çỹренĕччĕ, анчах май уйăхĕнче пирĕн пата çитеймерĕç-ха. "Полигон" пĕрлешĕве май пур таран яланах пулăшма тăрăшнă. Михĕсене тиеме çынсем ыйтсан тупса панă, - терĕ Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ М. Мадюкова.

Патăрьел ялĕ пысăк, çавна май кунта эрнере виçĕ кун - тунтикун, юнкун тата эрнекун - çỹп-çапа пуçтарса каймалла. Кун пек ĕлкĕрме йывăртараххине шута илсе "Полигон" машинисем куллен тенĕ пекех пĕр-ик урама кĕрсе тухаççĕ.

- Çỹп-çап пухма Патăрьелĕнче контейнерсем вырнаçтартăмăр, анчах унта тĕрлĕ ялта пурăнакансем те килĕсенчи ăпăр-тапăра киле-киле пăрахаççĕ, - тет хăйĕн пăшăрханăвне пĕлтернĕ май Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков. Николай Геннадьевичăн шухăшне Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕ С. Никитин та палăртрĕ. Вĕсен патĕнче хальлĕхе пысăк ещчĕксене вырнаçтарман, анчах ятарлă лаптăксем пур. Шел пулин те, хăшĕ-пĕри михĕсене хумалли вырăна çитеймест: чарăнăва е çул айккине пăраха-пăраха хăварать. Унтан вара никам та илсе каймасть.

Çỹп-çап ыйтăвĕпе ял тăрăх пуçлăхĕсемпе, специалистсемпе тата унта пурăнакансемпе калаçнă хыççăн "МВК Экоцентр" пĕрлешĕвĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсемпе ĕçлекен пая шăнкăравларăм.

- Пĕрлешĕвĕн тăватă ятарлă машина тата пысăк тиевсене валли пĕр техника пур. Виçĕ районти- Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски - ялĕсенчи çỹп-çапа Патăрьелне илсе килеççĕ. Вĕсем çине ГЛОНАСС системи вырнаçтарнă. Вăл техника ăçта кайнине, миçе минут тăнине - йăлтах кăтартать. Хальхи вăхăтра пирĕн пур транспорт та çỹрет, ялсене вăхăтра çитме тăрăшаççĕ.

Нумайăшĕ çỹп-çап çук та çук теме пăхаççĕ, анчах михĕсен шучĕ пĕрре те чакмасть. Мăнкун хыççăн сахалланать пуль тенĕччĕ, çук иккен. Тата мĕн-мĕн кăна тултармаççĕ-ши? Тăпра, кирпĕч, курăк, вак чул таранччен чикекенсем пур, - терĕç кунти специалистсем.

"Полигон" пĕрлешĕвĕн тăватă техникине виçĕ районти çỹп-çапа турттарса тăма çăмăл марри каламасăрах паллă. Пирĕн районта çеç 56 ял, кашнинче çỹп-çап пухмалли вырăн вăтамран 5-6 пулсан та вăхăт чылаях иртет. Пур çĕре те çитейменни çакăнпа та çыхăннă ĕнтĕ. Енчен те машинăна юсава лартас пулсан лару-тăру тата йывăрланать. Тем те пĕр тултарнă михĕсене çулла кашни эрнерех турттармасан ялта шăрш-марш сарăлас, чир-чĕр пуçланас хăрушлăх та пысăк.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика